Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕт сăвасси чакнă

Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çуллахи йÿнĕ те паха апатпа усă курса сĕт сăвассине ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе яланхиллех «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Авангард» хуçалăхсем ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

Июлĕн 27-мĕшĕ тĕлне асăннă хуçалăхсенче пĕр ĕнерен 20,7-рен пуçласа 13,8 килограмшар сĕт суса илеççĕ. Кашни ĕнерен сĕт суса илессине ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Анчах та иртнĕ çулхипе танлаштарсан хуçалăхсенче вăтам сăвăм ÿкнĕ, вăл 19,4 килограммпа танлашнă. Пĕлтĕр ку тапхăрта 21,8 килограмм пулнă. Сĕт таварлăхĕ - 96,2 процент.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 августа 2017
09:47
Поделиться
;