Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисеплĕ ватă - 95-ре

Мăн Вылă ялĕнче пурăнакан ĕç тата вăрçă ветеранĕ Поликарп Никифоров августăн 16-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Мăн Вылă ял пуçлăхĕ Николай Иванов, ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Иванов саламларĕç. Лидия Михайловна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн салам çырăвне вуласа пачĕ. Унăн кăкăр тулли орден-медаль: «Тăван çĕршыв вăрçин II степеньлĕ тата «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденсем, «Паттăрлăхшăн» тата «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн». Мăшăрĕпе 6 ача пăхса ÿстернĕ. Унăн 17 мăнук тата 17 кĕçĕн мăнук.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2017
11:03
Поделиться
;