Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хула кунĕ иртет

Августăн 20-мĕшĕнче Шупашкар хăйĕн 548-мĕш çуралнă кунне уявлать. Хула çыннисемпе хăнасем августăн 17-мĕшĕнченех уяв пуçланнине туйĕç. Августăн 17-18-мĕшĕсенче хулара икĕ ача садне уçма палăртнă. Çавăн пекех эрнекунпа шăматкунхи уяв программи те пуян пулĕ. Республикăн тĕп хулин тĕрлĕ вырăнĕсенче интереслĕ спорт мероприятийĕсем тата фестивальсем иртĕç. Сăмахран, Хĕрлĕ тÿремре «Аистенок» çемье пултарулăхĕн фестивальне ирттерме палăртнă. Унсăр пуçне «Раççей тĕрĕкĕсем» ятлă тĕрĕк халăхĕсен Пĕтĕм Раççей фестивалĕ те уçăлĕ. Хула кунне шăматкун каç маларах асăннă вырăнтах «Çамрăксен хули» çамрăксен ташă фестивалĕ илем кÿрĕ. Шăматкун В.И. Чапаев скверĕнче «Чапай чей ĕçме чĕнет» интерактивлă проектпа паллашма пултаратăр. Хĕрлĕ тÿремре вара 16-18 сехетсенче уяв концерчĕ пулĕ. Вырсарни кун 15 сехетре хула техникин парачĕ хулан тĕп урамĕсемпе иртет. Каçхине Хула кунĕ ячĕпе Хĕрлĕ тÿремре «Браво» ушкăнăн концерчĕ пулать.

Уяв программипе тĕплĕнрех Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă сайтĕнчи сылтăм енчи ятарлă баннерта паллашма пултаратăр.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2017
10:58
Поделиться
;