Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хир техника сассипе тулнă

Аграрисемшĕн халĕ питех те хĕрÿ тапхăр пырать. Çавна май районти пур хуçалăх та вырмара тăрăшать. Августăн 21-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 2954 гектар çинче вырса илнĕ. Ку ĕнтĕ 26 процентпа танлашать. Паянхи кун тĕлне 6848 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 23,2 центнерпа танлашнă. Районти уй-хиртен тыр-пул вырса илес ĕçе 31 комбайна явăçтарнă.

Вырмара «Новый путь» хуçалăх, «Алмаз» общество, В.Узянов, О.Петров, Ю.Никифоров, И.Петриков хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те кĕрхипе çурхи тыр-пула пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Унпа пĕрлех механизаторсем кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлес ĕçе те пурнăçласа пыраççĕ. Маларах асăннă кун тĕлне районта хальлĕхе 2010 гектар çĕре сухаласа хăварнă.

Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç вĕçленнĕ. Кăçал 2184 тонна утă, 4959 тонна сенаж, 4140 тонна силос хатĕрленĕ.  

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2017
10:29
Поделиться
;