Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тавăтра - вăйă лапамĕ

Ача-пăча лапамĕ чи малтанах ача садне çÿрекен тата кĕçĕн классенче вĕренекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Пĕчĕккисем унта пĕрлехи вăйăсене выляма кăна мар, çан-çурăма аталантарма та пултараççĕ.

Акă Тавăт ялĕнче иртнĕ кунсенче культура çурчĕ çумĕнчи сад территорийĕнче «Романа-сервис» фирма вăйă хатĕрĕсене вырнаçтарма пуçланă. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем маларах кунти йывăç тĕммисене кăкланă, ятарлă вырăн якатса хатĕрленĕ. Çак ĕçре Леонид Ефимов экскаваторщикпа Сергей Соколов тракторист та хăйсен техникисемпе пысăк пулăшу кÿнĕ.

Вăйă лапамĕнче темиçе тĕрлĕ чуччу, катаччи, карусель, турник, тренажерсем пур. Вĕсене вырнаçтарнă çĕре вырăнти ачасем те хаваспах хутшăнаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 августа 2017
10:21
Поделиться