Чиркÿ уявĕ иртрĕ
Чиркĕве çÿрекенсен йышĕ çулран-çул ÿссе пырать. Августăн 28-мĕшĕнче Элĕкре Туррăн Таса Амăшĕн чиркĕвĕн уявĕ иртрĕ. Унта халăх йышлăн пухăнчĕ. Асăннă уяв Турă Амăшне халалласа иртет, августри икĕ эрнери типпе вĕçлет. Элĕк чиркĕвĕн протоиерейĕ Виктор Муравьев кĕлĕ вуларĕ, шыва сăваплантарчĕ. Уява килнисем хĕрес йăтса чиркÿ тавра утрĕç. Унта аслисемпе пĕрле ачасем те хутшăнчĕç, кĕлĕре тăчĕç, çуртасем çутрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета