Пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла
Раççей Президенчĕ Владимир Путин август уйăхĕн пуçламĕшĕнче Киров хулинче вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕсене аталантарассипе Канашăн ларăвĕ иртнĕччĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕсен органĕсем мĕнле ĕçлеççĕ, вĕсем халăх шухăшне шута илеççĕ-и; Шăпах çак ыйтусене пăхса тухнăччĕ ун чухне ларура.
Обществăра пуçарулăхпа палăракан çынсем йышлансах пыни çĕршыв аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ ун чухне Владимир Путин. Вырăнти влаçпа халăха тачă çыхăнтараканни вăл - хăтлăх. Ĕçе йĕркелекенсем çурт умĕнчи территорисенче, парксенче хăйсене кирлĕ пек хăтлăх кĕртмелле мар, чи малтан çынсен шухăшне шута илмелле тенĕччĕ çĕршыв ертÿçи. Вăл аталану тата хăтлăх программисене пурнăçа кĕртнĕ чухне хула е район центрĕсенчен аякра вырнаçнă тата сахал çын пурăнакан ялсемпе хуласене тимлĕх уйăрма сĕнчĕ.
Чăваш Республикинче халăхăн 35 проценчĕ ялсенче пурăнать. Республика Правительстви ял территорийĕсене аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. «2015-2017 çулсенче Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене аталантарасси» Программăпа килĕшÿллĕн проектсене пурнăçа кĕртме 2 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Кунта ялсенче çул-йĕр тăвасси те, граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси те, ял территорийĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем тăвасси тата хăтлăх кĕртесси те, ялсенче пурăнакан пуçаруллă граждансене грант парса пулăшу кÿресси те, культура çурчĕсемпе ФАПсем, вĕренÿ учрежденийĕсем çĕклесси те.
Районта çулсеренех тĕрлĕ объект хута каять. Ял халăхне медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме кирлĕ условисем туса парассипе республикăра 100 фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнă. 2019 çулччен тата 100 ФАП уçма палăртнă. Юлашки çулсенче пирĕн районта та 5 фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленчĕ. Кăçал вара Тури Карачура ялĕнче уçăлчĕ. Вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртмалла. 2015 çулта Чăваш Сурăмĕнче шкул çулне çитменнисен ушкăнне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. «Чăваш Республикин территорийĕнчи граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарасси» республикăри адреслă программăпа килĕшÿллĕн Дубовски поселокĕнче пурăнакан 16 çынна çĕнĕ хваттерсен уççисене пачĕç.
Район малалла аталанса пыни куç умĕнчех. 2016 çулта Элĕк салинче «Тури чăвашсен культурипе йăли-йĕрки» этнопарк хута кайни туризма аталантарма майсем туса панине те асăнса хăвармалла. 2014-2016 çулсенче республикăра вырăнти граждансен пуçарулăхĕпе 5 грант пурнăçа кĕнĕ. Вĕсенчен пĕрне пирĕн район çĕнсе илни те пĕлтерĕшлĕ. Грант укçи-тенкипе Элĕкри спорт площадкине кирлĕ спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Нумаях пулмасть Тавăт ялĕнче ачасене валли вăйă лапамĕ туса лартни те кунта пурăнакансемшĕн пысăк парне пулчĕ.
Республика Правительстви халăх шухăшне шута илни, граждансен пуçарулăхне ырласа пулăшу пани паянхи куншăн уйрăмах вырăнлă. Августăн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем черетлĕ сессире респуб- ликăри граждансен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме хушма 20 миллион тенкĕ уйăрмаллине пăхса тухса ырланă. Проектсене хатĕрлес тесен граждансен, ял тăрăхĕсен тата район администрацийĕсен пĕрле тăрăшмалла. Çавăнпа та Чăваш Енри 284 ял тăрăхĕсем пурте çак ĕçе хутшăнсан çеç кашни ял, урам лайăх еннелле улшăнĕ.
Вера МОРОЗОВА.