Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спектакльте - ентешсем

Чăваш театрĕн районсенче пурăнакансене хăйĕн спектаклĕсемпе савăнтарас кунсем малалла пыраççĕ. Ку хутĕнче театр Федор Павловăн «Ялта» пьесипе халăх умне тухма тĕллев лартнă. Çавна май театр кунĕсем пирĕн района та çитрĕç.

Элĕксем Чăваш театрне питĕ килĕштереççĕ, спектакльсене хапăлласах йышăнаççĕ. Çавăнпах куракан та зал туллиех. Пирĕн районта сентябрĕн 7-мĕшĕнче 15 сехет те 30 минутра «Ялта» юрă-кĕвĕллĕ драмăна ятарласа ача-пăчана кăтартма палăртнă.

Спектакль пуçланиччен (Елюк) тĕп рольте выляканпа, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткипе, Чăваш Енри Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕпе, Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ Елизавета Хрисанфовăпа тата Тукач ялĕнче çуралнă театр артисткипе Надежда Кузьминапа тĕлпулу иртет.

Спектакль режиссерĕ тата ÿнерçи - СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев. Театра юратакансене пурне те хăвăр кăмăллакан артистсене курма тата «Ялта» драмăна пăхма Элĕкри культура çуртĕнче сентябрĕн 7-мĕшĕнче чĕнетпĕр. Пуçламăшĕ 15.30 тата 18.30 сехетсенче.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 сентября 2017
16:29
Поделиться
;