Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Субботник иртрĕ

Тирпейлĕх ял чысне çĕклет, тасамарлăх ята ярать. Кăçал - Экологи çулталăкĕ. Çавна май республикăра тĕрлĕ мероприяти иртет. Кĕркунне çитсен рес- публикăра экологи субботникĕсем тата уйăхлăхĕсем иртеççĕ. Таврана хăтлăх кĕртес ĕçре Элĕк районĕ те яланах хастар хутшăнать. Шăматкун, сентябрĕн 2-мĕшĕнче, районти мĕнпур организаципе учреждени «Симĕс Раççей» ятпа иртекен экологи субботникне тухрĕç. Ра-йон центрĕнче пурăнакансем çеç мар, ял тăрăхĕсенче те тавралăха тирпей-илем кĕртессипе хастар ĕçленине палăртмалла. Пĕрлехи вăйпа тăрăшсан çеç тăван ял, урам таса та тирпейлĕ пулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 сентября 2017
16:28
Поделиться
;