Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вулăсран район пулнă

Элĕк районĕ республикăн çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă. Унăн территорийĕ - 554,1 тăваткал километр е 55412 гектар. Чăваш патшалăх тĕп архивĕнче упранса юлнă ĕçĕсенче çапла çырнă: «Курмыш уесĕнчи «Аликасы ялĕ» ятпа чи малтанах каласа хăварнă. Ăна 1694 çулта Шупашкарти Успени мăнастирĕнче çырса хунă. Хальхи Элĕк районĕн хăш-пĕр ялĕсем 17-мĕш ĕмĕрте Выла, Сурăм, Етĕрне уесĕн Етĕрне вулăсне кĕнĕ. Степан Разинăн хресчен вăрçин тапхăрĕнче Юмачеев вулăсĕн йышне Элĕк, Тăван, Шумат, Шĕмшеш тата Юнтапа çĕрĕсем тесе калани пур. Çакă та Элĕк малтанах пулнине çирĕплетет.

Административлă территори реформисенчен чи кирлисенчен пĕри - 1927 çулта районсем çине уйăрни. 1917 çулхи революци хыççăн Чăваш Енре те улшăнусем пулса иртнĕ. Пирвайхи тăватă звеноллă (ял совечĕ, вулăс, уес, тĕп органсем) вырăнне виçĕ звеноллă - ял совечĕ, район, тĕп органсем теме пуçланă. Çак реформа районсене хăйне уйрăм, экономика тĕлĕшĕнчен хăй тĕллĕн единица пек никĕслет. 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Ĕç тăвакан Тĕп Комитечĕн Президиумĕ Чăваш АССР-ĕн «Чăваш АССРне районласси» ходатайствăна пăхса тухнă хыççăн унпа килĕшнĕ. Вара уессемпе вулăссене пĕтерсе район тума постановлени тăратнă. 1927 çулхи октябрĕн пуçламăшĕ тĕлне район тытăмне куçас ĕçе вĕçлемелле тенĕ. Пурĕ 17 район, вăл шутра Элĕк районне те çирĕплетнĕ. Çав çулхинех октябрĕн 1-2-мĕшĕнче иккĕмĕш степеньлĕ Элĕкри шкулта рабочисен, хресчен депутатсен Канашĕн Элĕк районĕн съезчĕ иртнĕ. Председателе Яков Игнатьевич Салтыкова суйланă. 1927 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче рабочисен, хресчен тата Хĕрлĕ çар депутачĕсен Канашĕн районти ĕç тăвакан комитечĕн Президиумĕн пĕрремĕш ларăвĕнче исполком çумĕнчи уйрăмсем тăвасси пирки йышăну тунă. Унта социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, халăх вĕренĕвĕн, районти çĕр енĕпе ĕçлекен, план комиссийĕ, кинофикаци уйрăмĕсем пулнă.

Социаллă ыйтусемпе ĕçлекен уйрăмра штатра çичĕ çын тăнă. Унта пенси тата пособи, инвалидсене пособисем парас тата вĕсене ĕçпе тивĕçтерес, тăлăхсене пулăшас ыйтусемпе ĕçленĕ.

Халăх вĕренĕвĕн уйрăмĕнче халăха пĕлÿ, район çамрăкĕсене воспитани парас, шкулсенче, шкул-интернатсенче, ача сачĕсенче, шкул тулашĕнчи учрежденисенче вĕренÿ материалĕсемпе тивĕçтерес, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене вырнаçтарас, çула çитмен ачасене хÿтĕлес тĕллевпе ĕçлесе пынă. Ытларах РОНО ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ пулнă. 1939 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне районта 3 вăтам, 13 тулли мар вăтам, 21 пуçламăш шкул пулнă. Вĕсенче пĕтĕмпе 229 вĕрентекен тăрăшнă.

Районти çĕр енĕпе ĕçлекен уйрăмăн ячĕ те тĕрлĕрен çулсенче расна пулнă. 1947 çулта февралĕн 14-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн исполком райсовечĕн ĕçлекен депутатсен ял хуçалăх пайĕ ятпа тăнă. Чăваш АССР çĕр тăвакан Наркомат кăтартăвĕсем тăрăх, 1936 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 92 колхоз шутланнă.

План комиссийĕ тÿрремĕнех Элĕк райисполкомне пăхăннă. Унăн ĕçĕн тĕп енĕ - халăх хуçалăхĕн аталанăвне планласа пырасси. 60-мĕш çулсенче райплан председателĕн тивĕçĕсене Викентий Баранов пурнăçланă.

Кинофикаци уйрăмĕ районта 1945 çулта йĕркеленнĕ. Ăна Измаев (ячĕпе ашшĕ ятне кăтартман) ертсе пынă. Çак уйрăм культурăлла тата пысăк пахалăхлă кино кăтартас ĕçе тата куракансен йышне ÿстерсе пынă. 1946 çул пуçламăшĕнче уйрăмра 8 çын ĕçленĕ. Стационарлă киноустановка Элĕкри культура çуртĕнче пулнă, тăватă киноустановка колхозсенче ларнă. Унсăр пуçне куçса çÿрекен 9 киноаппаратури ятарлă маршрутпа ялсем тăрăх çÿренĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

(Архив докуменчĕсем тăрăх хатĕрленĕ).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 сентября 2017
16:26
Поделиться
;