Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбилея халалланă концертсем

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче районти кашни культура учрежденийĕ тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Акă Юнтапари культура çуртĕнче çак кун район историйĕпе паллашнă май ял тăрăхĕн кун-çулĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Юнтапа ял Совечĕ Совет влаçĕн пĕрремĕш уйăхĕсенчех йĕркеленнĕ. Ун тытăмне Юнтапа сали, Çĕнкас Юнтапа тата Кивкас Юнтапа ялĕсем кĕнĕ. Земфира Степанова çак уявăн историлле пĕлтерĕшне палăртнă. Пурне те район юбилейĕ ячĕпе саламласа хаваслă кăмăл суннă.

- Пирĕн районăн та, çавăн пекех ял тăрăхĕн те биографийĕ пуян. 90 çул хушшинче темĕн те пулса иртнĕ. Элĕк политика репрессине те, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене те, Хрущев вăхăтĕнчи индустриализаци тапхăрне те тÿссе ирттернĕ. Ун чухне пĕтĕм çĕршывĕпех «пиллĕкçуллăх» йышне лекме колхозсемпе совхозсем те хутшăннă, 90-мĕш çулсенчи кризиса та чăтнă. Паян вара эпир çĕнĕ Раççейре пурăнатпăр, 21-мĕш ĕмĕрте», - тенĕ вăл.

Хамăр тăрăхран тухнă паллă çыннисемпе эпир чăнахах та мухтанма пултаратпăр. Вĕсем: Совет Союзĕн Геройĕ - Мирон Ефимович Ефимов, РФ тава тивĕçлĕ машиностроителĕ - Алевтина Андреевна Григорьева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ - Иосиф Илларионович Золов, культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ - Александр Алексеевич Галкин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ - Вениамин Алексеевич Иванов, ЧАССР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ - Захар Никифорович Скворцов, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Галина Ивановна Пыркина, литература критикĕ, доцент, филологи наукисен кандидачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ - Владимир Яковлевич Канюков.

Район 90 çул тултарнине халалланă мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Юнтапари художествăлла пултарулăх коллективĕ пухăннисене илемлĕ юрри-ташшипе саламланă.

А.ТУВАНСКАЯ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 сентября 2017
13:56
Поделиться
;