Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Яланхиллех стройра

Çулсеренех Раççейре сентябрĕн иккĕмĕш канмалли ку- нĕнче Танкистсен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун уйрăмах çарта танкист пулнисемшĕн тата танк тăвас ĕçре тăрăшакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Асăннă професси уявĕ те историпе, тĕрĕсрех палăртсан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе, тÿрремĕнех çыхăннă. 1943 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче Курск пĕкки çывăхĕнче танксен пысăк çапăçăвĕ иртнĕ. 1944 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче вара тăшман оборонине аркатнă. Çакă вара Хĕвелтухăç - Карпат операцине ирттернĕ чухне пысăк ăнăçу кÿнĕ те. 1946 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче йышăннă СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленсен çапăçу хирĕнче танк тата механизациленĕ çарсен тÿпи те пысăк пулнине палăртса Танкистсен кунне паллă тума йышăннă.

Элĕк тăрăхĕнче те тĕрлĕ çулсенче танк çарĕсенче службăра тăнисем тата танкист пулнисем сахалах мар. Сăмах май, Элĕк район пуçлăхĕ Владислав Волков та хăй тĕллĕн çÿрекен зенитлă установкăн водитель механикĕ пулнă. Муркаш тата Элĕк çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ те Владимир Казаков салтак пăттине танк çарĕсенче тутанма пуçланă та, танк ротин командирĕ пулса çар тивĕçне пурнăçланă.

Малтан палăртнă пекех районти танкистсем сентябрĕн 10-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану керменне пухăнчĕç. Ĕнерхи салтаксене район пуçлăхĕ Владислав Волков саламларĕ.

- Раççейĕн типçĕр çинче пĕрре мар çапăçусене хутшăнма тивнине истори аванах çирĕп- летсе парать. Çавăнпа та кирек хăçан та танк çарĕсем Раççейĕн çар вăй-халĕн символĕ шутланнă. Паян та Раççей çарĕ çĕршыва хÿтĕлеслĕхне çулсеренех ÿстерсе пырать, çар çĕнĕ техникăпа пуянланать. Ку чухне вара асăннă хĕç-пăшалăн вăйĕ танкистран, унăн ăсталăхĕнчен, тивĕçлĕ йышăну тума пултарнинчен чылай килет. Эсир, çар шкулĕ витĕр тухнисем, паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Танкистсен районти пĕрлĕхне йĕркелени çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ саламланă май Муркаш тата Элĕк çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков.

Çавăн пекех уява килнисене районти ветерансен Комитечĕн председателĕ Анатолий Тимофеев саламларĕ. Элĕкри культурăпа кану керменĕн директорĕ Иван Никифоров тата патриотизмпа çар юррисен конкурсне хутшăннă Ольга Семенова илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Уява пухăннисем Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче мĕнле танксемпе усă курнине каласа паракан илемлĕ фильм та пăхрĕç.

Александр НИКИТИН,

Тукач ялĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 сентября 2017
15:51
Поделиться
;