Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбилейпа саламланă

Иртнĕ кунсенче Изванка ялĕнче пурăнакан тыл тата ĕç ветеранĕ Зоя Макарова хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çав ятпа ăна район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров, Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Павлов Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн çырăвĕпе саламланă. Ăшă сăмахсем каланипе пĕрлех ăна асăнмалăх парне панă. Юбиляр хаваспах йышăннă çав саламсене, мĕншĕн тесен çĕршыв аслă ăрурисене манманни, вĕсене тимлĕх уйăрни чи пысăк парне пекех туйăннă. Зоя Петровна Изванка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемьери пĕртен-пĕр ача Йăлкăш шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. «Дружба» колхозра плотник тата кочегар пулса ĕçлекен Ефрем Макаровичпа çемье çавăрнă. З.Макарова ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра тата «Аликовский» совхозра бригадăра вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хăйĕн ĕçне çийĕнчех пăрахман. Паянхи кун юбиляра икĕ мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнук савăнтарса, пурнăçра хавхалантарса тăраççĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 сентября 2017
15:53
Поделиться
;