Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Туризм эрни иртĕ

Сентябрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен республикăра «Чăваш Енри туризм эрни» иртет. Ăна сентябрĕн 27-мĕшĕнчи Пĕтĕм тĕнчери туризм кунне халалласа йĕркелеççĕ. Эрне хушшинче районсемпе хуласенче «çавра сĕтелсем», семинарсем, пресс-турсем, çĕнĕ экскурси маршручĕсен презентацийĕсем пулаççĕ. Çак мероприятие Элĕксем те хутшăнаççĕ. Сентябрĕн 27-мĕшĕнче Элĕкри этнопаркра Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕн ĕçченĕсем этнопаркра район историне тĕпе хурса тематика урокĕ, унтан «Элĕк район историйĕн страницисем тăрăх» квест-вăйă ирттерĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 сентября 2017
16:02
Поделиться
;