Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕрхи эстафетăра ăмăртнă

Иртнĕ кунсенче Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнчи «Олимпийский» стадионта Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсемпе организацийĕсенче ĕçлекенсен XV спортпа сиплев Спартакиадин çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Унта Элĕкри потребительсен обществин   спортсменĕсем те хутшăнчĕç.

Яланхиллех ăмăрту VIP-чупуран пуçланчĕ. Пысăках мар дистанцие потребительсен обществисен канашĕсен, правленийĕсен председателĕсем чупса тухрĕç, спортсменсене хавхалантарчĕç. Ун хыççăн çемье командисем вăй виçрĕç. Элĕк район чысне районти потребительсен обществинче тăрăшакан Валентина Убасевасен çемйи хутшăнчĕ. Çивĕчлĕхпе палăракан çемье финиша чи малтан çитрĕ. Мала тухнă çемье командисене Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов дипломсемпе тата медальсемпе чысларĕ.

Çăмăл атлетика эстафети командăсем хушшинче уйрăмах интереслĕ те çивĕч пулчĕ. Пĕтĕмлетÿ кăтартăвĕсем тăрăх, пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине Хĕрлĕ Чутай райповĕн команди хăпарчĕ, Йĕпреç райповĕн спортсменĕсем иккĕмĕш пулчĕç, виççĕмĕш вырăна вара Чăвашпотребзоюз аппарачĕн представителĕсем йышăнчĕç.

Элĕк райповĕн команди асăннă ăмăртура тăваттăмĕш вырăна тухрĕ. Апла пулин те Спартакиадăн 8 тĕсĕпе эпир турнир таблицин çÿлти йĕркисене йышăнатпăр-ха. Çитес вăхăтра ишессипе эстафета иртмелле. Шăп та шай çав кăтартусем Чăвашпотребсоюзĕн предприятийĕсемпе организацийĕсем хушшинче иртекен XV спортпа сиплев Спартакиадин çĕнтерÿçисене палăртĕç те.

Алина АРХИПОВА, Профсоюз председателĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 сентября 2017
14:39
Поделиться
;