Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Турнир вăйлисене пухрĕ

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн шахматпа шашка клубне халăх йышлă пухăнчĕ. Спортăн çак тĕсне юратакансем Вăрнар, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчен килсе çитнĕ. Шахмат выляса ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕслес шутлисен йышĕнче пĕртен-пĕр хĕрарăм, Муркаш районĕн чемпионки Светлана Мазуркина та пулчĕ.

Çавăн пекех Элĕк салинчи «е2-е4» шахмат клубне çÿрекенсем те асăннă мероприятирен аякра юлман. Ку хутĕнче шахмат турнирне Ехремкассинче çуралса ÿснĕ, халĕ те кунтах пурăнакан, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан, шахмат вăййине юратакан Виталий Степанович Ефимов 70 çул тултарнине халалларĕç. Ăмăртăва район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров уçрĕ. Çавăн пекех асăннă уява килнисене Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов саламларĕ, юбиляра парнепе чысларĕ.

Шахмат вăййисем 9 турпа «швейцарски» тытăмпа иртрĕç. Кашни вылякана валли 15 минут уйăрнă. Ăс-тăн çивĕчлĕхĕн хĕрÿ кĕрешĕвĕнче Бухгольц коэффициенчĕпе 6,5 очко пухса Вăрнар районĕнчен килнĕ Валерий Наумов виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшпе пĕрремĕш вырăнсене вара Çĕрпÿ хăнисем çĕнсе илчĕç. Алесандр Сергеевпа Олег Иванов 7-шер очко пухма пултарчĕç. Çĕнтерÿçĕсене юбиляр Хисеп хучĕпе, медальпе тата парнепе чысларĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕ вара укçан хавхалантарчĕ.

Валерий СЕРГЕЕВ,

«Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 сентября 2017
14:42
Поделиться
;