Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Квест-вăйă иртрĕ

Сентябрĕн 21-27-мĕшĕсенче республикăра «Чăваш Енри туризм эрни» иртрĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери туризм кунне халалласа йĕркелерĕç. Асăннă мероприятипе килĕшÿллĕн Элĕкри «Тури чăвашсен культурипе йăли-йĕрки» этнопаркра ачасемпе квест-вăйă пулчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - тăван тăрăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, культура пуянлăхĕпе паллаштарасси, çут çанталăка упрама вĕрентесси.

«Район историйĕн страницисем тăрăх» квест-вăйă тапхăрăн-тапхăрăн иртрĕ, вăл темиçе вăйăран тăчĕ. Ачасем унта хастар хутшăнчĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасен 8 ĕç пурнăçламалла пулчĕ. Вăййа 6 команда хутшăнчĕ. Вĕсем хамăр районта çуралса ÿснĕ паллă çынсене - тĕпчевçĕсене, çар çыннисене, çыравçăсене, артистсене пĕлни хавхалантарчĕ. Çавăн пекех ачасем районти çут çанталăк тата культура палăкĕсене те аванах пĕлни курăнчĕ.

А.СУДМАН.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 сентября 2017
11:50
Поделиться
;