Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хушма пĕлÿ пысăк усă парать

Чăваш Енри ачасене хушма пĕлÿ парасси тĕп вырăнта пулмаллине сентябрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ирттернĕ ларура пăхса тухрĕç. «Чăваш Републикинчи ачасене валли меллĕ хушма пĕлÿ» приоритетлă проект ачан тата ашшĕпе амăшĕн интересĕсене тĕпе хурса, Раççейĕн социаллă пурнăçĕпе экономика тата технологи аталанăвне шута илсе пурнăçланать. 2018-2020 çулсенче мероприятисем ирттерме пĕтĕмĕшле 66,8 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă. Асăннă проекта пурнăçа кĕртнĕ чухне 2021 çул тĕлне 5-18 çулхи ачасен 75 процентĕнчен кая мар хушма пĕлÿ паракан программăсемпе вĕренмелле.

Республикăри вĕренÿ тата хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче пĕтĕмĕшле 5 пин ытла кружок тата тĕрлĕ енлĕ пĕрлешÿ ĕçлет. Вĕсене 100 пин ытла ача çÿрет. Пирĕн районта ачасене хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени шутланать: ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ, «Хĕлхем» спорт шкулĕ тата ачасемпе çамрăксен ÿнер шкулĕ. Асăннă учрежденисен çитĕнĕвĕсем те куç умĕнчех. Апла пулин те йывăрлăхсемсĕр мар. Калăпăр, шкул тулашĕнчи ĕçсемпе ĕçлекен «Эткер» центр çулсеренех конкурс ирттерет. Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн директорĕ Олимпиада Лазарева палăртнă тăрăх, республика шайĕнчи конкурссем иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тÿлевсĕр е çур хакпа пулнă, кăçал вара кăшт тăкакланма тивет. «Эткер» ирттернĕ конкурссене малтанах муниципалитет шайĕнче йĕркеленĕ. Халĕ вара ĕçсене тÿрех республикăна тăратма та пулать. Паллах, укçалла. Ку чухне йывăрлăх сиксе тухать те ĕнтĕ. Енчен те çемьере 2-3 ача анлă тавракурăмпа палăрать, район тата республика шайĕнчи конкурссене хастар хутшăнать пулсан пĕр конкурсшăнах, тĕрĕсрех каласан, конкурса хутшăнма ирĕк паракан хутшăн çеç 100-150 тенкĕ кăларса хуни, паллах, тăкаклă. Конкурссене хутшăннăшăн тÿ- леме тивнĕрен хăшĕ-пĕри килсе панă ĕçсене каялла илсе кайни пулнине те пытармасть Олимпиада Владимировна. Конкурссене хутшăнтарасси чылай чухне педагогран та нумай килет. Ку чухне те укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Тÿлев фончĕ сахал, муниципалитет шайĕнчи конкурса çĕнтерсен республикăрине кайма каллех укçа кирлĕ. «Паянхи кун кружоксем вĕренÿ учрежденийĕсен бази çинче ĕçлеççĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, кружоксене 525 ача çÿрет, пĕлтĕр 478 ача пулнă», - каласа парать Олимпиада Лазарева.

«Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев палăртнă тăрăх, тренерсем пысăк нагрузкăпа ĕçлеççĕ. Пĕр тренерăн халĕ 30 ачапа ĕçлеме тивет. Ку вăл питĕ пысăк цифра тата яваплăхĕ те ÿсет. Фитнес тата бокс тренерĕсен вакансийĕсене пĕчĕклетнĕрен йывăрлăхсем сиксе тухнă. Калăпăр, малтан бокс тренерĕсем иккĕ пулнă пулсан, халĕ пĕрре çеç. Апла пулин те çакăнтан тухма тĕрлĕ çул-йĕр шырама тивнине асăнать Валерий Николаевич. «Ачасен йышне пĕлтĕрхи шайрах тытса пыма тăрăшатпăр. Енчен те тренер-преподаватель тупăнсан вакансисене каялла тавăрса парасса питĕ шанатпăр, мĕншĕн тесен спортпа туслисен йышĕ пĕчĕкех мар-ха», - шухăшне пĕлтерет Валерий Сергеев.

Кадрсем çитменни те тепĕр чухне йывăрлăх кăларса тăратать. Элĕкри ачасемпе çамрăксен ÿнер шкулне ятарлă професси илнĕ специалистсем кирлĕ. Професси стандарчĕ педагогăн килĕшсе тăракан специальность кирлине тĕпе хурать. «Çамрăксене хастартарах пулма чĕнсе каласшăн. Ÿнер шкулĕнче вĕреннĕ, хыççăн аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксем каялла таврăнасшăн мар», - пăшăрханăвне палăртать ачасемпе çамрăксен ÿнер шкулĕн директорĕ Елена Иванова. Хушма пĕлÿ - вĕренÿ программи, ÿнер шкулне килсе вăхăта ирттерни мар. Çакна тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те ăнланманни сисĕннине асăнать вăл. Паян кунта, ыран - унта. Каллех йывăрлăх сиксе тухать. Ашшĕ-амăшĕн ачине тĕрĕс çул кăтартса пымалла. Вĕренÿ программине 5 кунлăх кĕртнĕрен ачасем пысăк нагрузкăпа вĕренеççĕ, хăшĕ-пĕрин хушма пĕлÿ паракан учрежденине кайма вăхăт та çитмест тепĕр чухне. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче ачасен йышĕ пысăк пулсан, Çĕнĕ çул тĕлне е вĕренÿ çулĕ вĕçне вĕсем сахалланаççĕ. Елена Германовна палăртнă тăрăх, тепĕр йывăрлăх та пур иккен. Пÿлĕмсем çитменрен хăш-пĕр енсемпе пачах та ĕçлемест ÿнер шкулĕ. Хореографи уйрăмне пысăклатма, ÿнер енĕпе уйрăм уçма условисем те, майсем те çителĕксĕр.

Йывăрлăхсене пăхмасăрах районти хушма пĕлÿ паракан учрежденисем шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Муниципалитет тата республика шайĕнчи конкурссене те хастар хутшăнаççĕ. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче те ачасене кăмăла каякан ĕçпе интереслентерме, физкультурăпа спорта тата обществăлла ĕçсене хутшăнтарма пысăк тĕллевсем лартнă.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 октября 2017
11:52
Поделиться
;