Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватăсем пĕччен мар

Вăйлă технологисем аталаннă тапхăрта та аслă ăрурисемшĕн çывăх çыннисен тимлĕхĕпе пулăшăвĕ нихçанхинчен те пĕлтерĕшлĕ. Çакна тĕпе хурса Элĕкри тата Шĕмшешри Ватăсен çурчĕсенче тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр, ачасене, пултарулăх ушкăнĕсене, вулавăш ĕçченĕсене чĕнетпĕр. Ватăсен пĕтĕм тĕнчери кунне те анлăн паллă турăмăр. Аслă ăрурисене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, социаллă пулăшу центрĕн начальникĕ М.Иванова саламларĕç. Çавăн пекех Элĕкри культура керменĕн, Шĕмшешри культура çурчĕн артисчĕсем хăйсен юрри-кĕввипе чысларĕç. Элĕкри Ватăсен çуртĕнче пурăнакансем çак кунсенче «Скандинавски мелĕпе уçăлса çÿретпĕр» акцие те хастар хутшăнчĕç. Сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп ватăсем икĕ аллине те туя тытса утса çаврăнчĕç. Çакă кăмăл-туйăма çĕкленипе пĕрлех сывлăх çине те лайăх витĕм кÿнине кинемейсемпе мучисем хăйсем çирĕплетрĕç.

А.ПОКЛАКОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 октября 2017
11:55
Поделиться
;