Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спорт туризмĕ аталанать

Республикăра спорт туризмне аталантарасси вăй илсе пырать. Октябрĕн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта спорт туризмĕн республикăри пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Кăтартусем 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче Чăваш Респуб- ликин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртекен шкул ачисен XX Спартакиада тата VII Туриада зачетне кĕрĕç. «Хĕлхем» спорт шкулĕн воспитанникĕсем те   республикăри ăмăртăва хутшăнчĕç. Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекен Кирилл Ефремов 10-13 çулхи каччăсем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. 14-15 çулхи хĕрсем хушшинчи ăмăрту та çивĕч иртрĕ. Евгения Федорова финиша тăваттăмĕш çитрĕ. Даниил Романовпа Анастасия Данилова хăйсен категорийĕнче чи вăйлă 10 спортсмен йышне кĕчĕç. Ăмăртусем 4 виçе категорийĕпе иртрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 октября 2017
16:39
Поделиться
;