Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Интернет хăрушсăрлăхĕпе - Пĕрлехи урок

2017 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕнче «Информаци уçлăхĕнче ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тата аталанма пулăшассипе çыхăннă çивĕч ыйтусем» темăпа ирттернĕ парламент йышăнăвне тĕпе хурса кăçалхи октябрĕн 30-мĕшĕнче РФ мĕнпур вĕренÿ учрежденийĕнче «Интернет» уçлăхĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе Пĕрлехи урок иртет.

Пĕрлехи урока РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн спикерĕ В.И.Матвиенко пуçарăвĕпе кăçал тăваттăмĕш хут йĕркелеççĕ ĕнтĕ.

Асăннă урока йĕркелесе ирттерес ĕçе РФ Вĕренÿпе наука, Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствисем, Интернета аталантаракан Институт, федераци тата регионсенчи власть органĕсем, çавăн пекех интеренет-отраслĕн представителĕсемпе обществăлла организацйĕсем хутшăнаççĕ.

Интернет хăрушсăрлăхĕн урокне тĕпе хурса районти шкулсенче те тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсем пурте киберхăрушсăрлăхăн тата цифрăллă пĕлÿлĕхĕн шайне  ÿстерессипе çыхăннă. Çавăн пекех асăннă урок ашшĕ-амăшĕпе педагогсене ачасене информаци уçлăхĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тата аталанма пулăшассипе çыхăннă чи çивĕч ыйтусем çине тимлĕх уйăрма хистеççĕ.

Пĕрлехи урок вăхăтĕнче шкул ачисем çынсен харпăр уйрăм кăтартăвĕсене хÿтĕлемелли майсемпе паллашĕç, интернет-лавккасем урлă хăрушсăрлăха пăхăнса тĕрлĕ тавар туянмалли майсене тишкерĕç, Интернетри тĕрĕс тата суя информацие тивĕçлипе хак парса уйăрма хăнăхĕç. Вĕренекенсемпе тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан специалистсем «çавра сĕтелсем», викторинăсем ирттерĕç. Çавăн пекех çак ĕçе ашшĕ-амăшне те явăçтарма палăртнă, вĕсемпе те пухусем ирттереççĕ.

Интернет хăрушсăрлăхĕн Пĕрлехи урокĕ кăçал 4-мĕш хут иртет. 2014 çулта асăннă мероприятие çула çитмен 11 миллион çамрăк хутшăннă, 2015 çулта - 13 миллион, 2016 çулта 12 400 000 çамрăк ку енĕпе пĕлĕвне ÿстернĕ.  

Асăннă урока Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерстви çулсеренех шкулсен вĕренÿ календарне кĕртет.

Интернет хăрушсăрлăхĕн Пĕрлехи урокĕн логотипне те çирĕплетнĕ. Ăна Приморски крайĕнчи 16 çулхи Анастасия Заугольникова хатĕрленĕ.

Татьяна ЕГОРОВА,

районти вĕренÿ пайĕн социаллă педагогĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 октября 2017
10:44
Поделиться
;