Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн волейболистсем маттур

Октябрĕн 25-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи «Сывлăх» спорт шкулĕнче Чăваш Республикин патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен 16-мĕш Спартакиадин волейболпа зонăри вăйăсем иртрĕç. Элĕк район администрацийĕн команди Муркаш, Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен командисемпе тупăшрĕ. Вĕсенчен кашниех çĕнтерÿçĕ пулма тăрăшрĕ, анчах та пирĕн волейболистсем кÿршĕсенчен пултаруллăрах пулчĕç. Вĕсем кашни вăйăрах мала тухрĕç, çавна май тепĕр тапхăра куçрĕç. Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул пирĕн район волейболисчĕсем 15-мĕш Спартакиадăн турнирĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕччĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 октября 2017
16:37
Поделиться
;