Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш ачи тăван чĕлхене манмĕ-ши?

Ялсенчи тата район центрĕсенчи шкулсенче пĕлÿ илекен ачасем чăваш чĕлхин предметне малалла вĕренĕç-ши? Ашшĕ-амăшĕ «тăван чĕлхе» предмечĕ вырăнне чăваш чĕлхине е вырăс чĕлхине суйлĕ-ши? Çакăн йышши тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать паян шкулта тăрăшакан педагогсене те, ашшĕ-амăшне те. Çак тĕллевпех ĕнтĕ районти шкулсенче те ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем иртеççĕ. Вĕсенче аслисем тăван чĕлхе тесе хăшне вĕрентмеллине палăртаççĕ. Ку чухне кашнинех хăйĕн шухăшне ыйту çырса пĕлтерме тивет.

Ялти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекен ачасен ашшĕ-амăшĕпе калаçнă май ку ыйтупа вĕсем пуçа ватма шутламаççĕ. Вĕсемшĕн чăваш чĕлхи тăван чĕлхе пулнине палăртаççĕ, çавăнпа та ку тĕлĕшпе нимĕнле улшăну та пулмасса шанаççĕ.

Иртнĕ эрнекун И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕ çÿлерех палăртнă ыйтăва татса пама акт залне пухăнчĕç. Тăван чĕлхе шăпи кашнинчен килнине аванах ăнланаççĕ аслисем, çавăнпа та йышлăн килнĕ пухăва ашшĕ-амăшĕ.

Чи малтанах район пуçлăхĕ, шкул директорĕ Владислав Волков пухăннисене вĕренÿ учрежденийĕнче «тăван чĕлхе» вырăс е чăваш чĕлхи пулнине суйламаллине пĕлтерчĕ. Ку чухне унпа çыхăннă вĕренÿ процесĕнчи хăш-пĕр вăрттăнлăхсене уçса пачĕ. «Хăшĕ-пĕри паянхи ăрăва чăваш чĕлхи нимĕн тума та кирлĕ мар тесе палăртма пăхать. Кунпа вара ниепле те килĕшме май çук. Пирĕн республикăн Конституцийĕнче икĕ патшалăх чĕлхи шутланать - вырăс тата чăваш чĕлхисем. Çавăнпа та тĕп саккунпа килĕшÿллĕн шкулсенче ăна пурин те вĕренмелле. Мăн асатте-асаннесен чĕлхине манни, тăван халăх йăли-йĕркине вĕренменни атте-анне çине алă сулниех пулать-çке. Кун пек эпир хамăр ларакан турата касатпăр. Хăйĕн тăван чĕлхине маннă халăха вара таптаса пусарма та çăмăл», - шута илме сĕнчĕ Владислав Константинович.

Ашшĕ-амăшĕнчен хăшĕ-пĕри шкулта чăвашла вуçех те пĕлмен ачасем те пĕлÿ илнине, килти ĕçсене пурнăçланă чухне йывăрлăхсем тухса тăнине пĕлтерчĕ. Апла пулин те ку чухне те чăваш чĕлхипе пуçламăш пĕлÿ илмеллине палăртрĕç. Çакна тахçанах тĕпе хунă Элĕкри вăтам шкулта. Сăмахран, 1-4-мĕш классенче пĕлÿ илекен ачасем Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕн программипе килĕшÿллĕн чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен ачасене пĕр вĕрентекен пĕлÿ парать. Чăвашла пĕлменнисене тепĕр педагог вĕрентет. Ку чухне вĕсем асăннă предмета тантăшĕсемпе танлаштарсан çав териех туллин тишкермеççĕ.

«Манăн атте-анне чăвашсемех-ха. Эпĕ те чунпа, юнпа чăвашах пулин те тăван чĕлхепе калаçма пĕлместĕп. Апла пулин те чăваш чĕлхине хурламастăп, Чăваш Республикинче пурăннишĕн хăпартланатăп çеç-ха. Анчах та икĕ ача амăшĕ пулнă май аслăрах классенче те чăвашла вуçех те пĕлмен ачасене валли урăхларах программа йышăнма май çук-ши?» - ыйту пачĕ район прокурорĕн аслă пулăшаканĕ Алина Большова амăшĕ пулнă май.

- Кун йышши ыйтупа темиçе ашшĕ-амăшĕ те килчĕ. Çавăнпа та чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвне чăвашла вуçех те пĕлмен шкул ачисене валли ятарлă программа хатĕрлеме сĕнĕпĕр. Программăпа килĕшÿллĕн вĕренÿ литературине те кÿрсе килме палăртатпăр, - ăнлантарчĕ Владислав Волков шкул директорĕ.

Çакна та шута илме сĕнесшĕн аслисене. Ашшĕ-амăшĕ вырăс чĕлхине «тăван чĕлхе» тесе палăртсан пĕр класри 25-30 ачана пĕр педагог çеç вĕрентет. Хальхи пек класа икке пайласа вĕрентме май пулмĕ. Ку чухне вара педагог пĕр урок хушшинче 12-15 ачапа уйрăммăн ĕçленĕ пек 30 вĕренекенпе ун пек ĕçлеймĕ. Çакă вара ачасен вĕренÿ пахалăхĕ çине те, Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем çине те витĕм кÿме пултарасси иккĕлентерет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи пухăвĕнче вырăс чĕлхи е чăваш чĕлхи шкулти «тăван чĕлхе» пулассине татăклăн татса пама васкамарĕç. Ашшĕ-амăшне шухăшлама вăхăт пачĕç. Çитес тапхăрта класс пухăвĕсенче пурте тивĕçлĕ йышăну тăвĕç. Хальлĕхе чăваш чĕлхи урокĕсем унчченхи вĕренÿ планĕпе иртеççĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 октября 2017
16:46
Поделиться
;