Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пулăшу - килтен тухмасăрах

Юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ илесси пирки нумай калаçаççĕ. Чăнах та, патшалăхпа муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ кунсерен вăй илсе, çĕнелсе пырать. 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă куракансем патшалăх пошлинине тÿленĕ чухне 30 процент перекетлеме пултараççĕ. Çавăн пирки калакан улшăнусене РФ Налук кодексне те кĕртнĕ.

Асăннă çăмăллăхпа федерацин çак пулăшăвĕсене илнĕ чухне усă курма май пур: Раççей, ют çĕр-шыв паспорчĕсене, водитель правине илнĕ тата улăштарнă, транспорт хатĕрне регистарциленĕ чухне. Гражданин Интернета кĕрсе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă налук тÿлекенĕн харпăр хăй кабинетне кĕрсе 3-НДФЛ налук декларацине пама, ЕГРЮЛтан кăтарутсем илме, уйрăм предприниматель юридици сăпачĕ пек регистрациленме, хăйĕн ИНН номерне пĕлме те пултарать. Сăмахран, бизнес уçас текенĕн порталта регистрациленсе электрон заявлени çырмалла, юридици сăпачĕ йĕркелеме кирлĕ документсен (вĕсен списокĕ асăннă порталта пур) скан-копийĕсене çирĕплетмелле.

Халĕ килтен тухмасăрах патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курни вăхăта та перекетлет, черетре тăмалла мар, кирлĕ документсене хăвăртах туса параççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ студентсене те пысăк пулăшу кÿрет. Пĕрремĕшĕнчен, Раççей Федерацийĕн паспортне илес тесен инçет мелпе ыйту çырма пулать. Хăв пурăнакан миграци службине паспорт илме кăна каймалла. Унсăр пуçне ачана садика вырнаçтарма та портал урлă заявлени çырма пулать. Тухтăр патне çырăнас пулсан та Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ пулăшать.

Патшалăх пулăшăвĕ граждансене чылай пулăшу парать. Халĕ компьютер умĕнче ларса ниçта каймасăр вăл е ку документ валли ыйту çырма, штраф тÿлеме пулать. Пулăшăва электрон мелĕпе илес тесен малтан Патшалăх пулăшăвсен пĕрлехи порталне www.gosuslugi.ru адреспа çырăнмалла.

Н.СМИРНОВА. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 октября 2017
16:49
Поделиться
;