Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул ачисем - слетра

Çак кунсенче Шупашкарти 1-мĕш №-лĕ шкулта Раççей шкул ачисен юхăмĕн регионти уйрăмĕн республикăри слечĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри 24 вĕренÿ учрежденийĕнчи 150 вĕренекен хутшăннă. Мероприятире Элĕк вăтам шкулĕн маттурĕсем те хастарлăхпа палăрнă. Вĕсем 4 секцире ĕçленĕ: харпăр хăй аталанăвĕ, гражданла хастарлăх, информаципе медийлă тата çарпа патриот. Унсăр пуçне шкул ачисем 2017-2018 çулхи вĕренÿ çулĕнче иртекен паллă пулăмсемпе, проектсен партнерĕсемпе паллашнă. Хыççăн пурте пĕрле С.Семеновăн сценарийĕ тăрăх ÿкернĕ «Там, где тебя нет» фильм курса киленнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 октября 2017
16:43
Поделиться
;