Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уроксенче - финанс пĕлÿлĕхĕ

Сентябрь уйăхĕнчен пуçласа Элĕкри вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсемпе финанс пĕлÿлĕхĕ енĕпе уроксем ирттерме пуçланă. Эдикт Волков вĕрентекен пĕлтернĕ тăрăх, çак занятисене укçа-тенкĕн хăрушсăрлăхĕпе çыхăнтарнă. Çавăн пекех унта социаллă страховани çине те тимлĕх уйăрнă.

Вĕренекенсене уйрăмах виртуаллă укçа-тенкĕ, сăмахран, биткоин интереслентерет. Малашнехи уроксенче электронлă укçасем, мошенниксем пирки калаçусем пулĕç.

Унсăр пуçне Тенири тĕп шкулта та кун йышши урок иртнĕ. 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем урокра çемье бюджечĕ мĕнрен тăни, ăна мĕнле йĕркелени тата тупăшпа тăкак хушшинчи уйрăмлăхсем çинчен пĕлнĕ тата «Çемье бюджечĕ» ĕçлĕ вăййа хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 октября 2017
16:47
Поделиться
;