Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх пĕрлĕхĕ - чи пысăк пуянлăх

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ - халăх ăсĕпе тÿсĕмлĕх палли. Çак кун уйрăмах пирĕн çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ, вăл нумай нациллĕ патшалăхăн пĕрлĕхне палăртать. Пире пурне те нимĕнрен хаклă туртăм - çуралнă çĕре, Тăван çĕршыва, Раççее чунтан юратни пĕрлештерсе тăрать, пурсăмăра та Раççей шăпин пулăмĕсем çине тимлĕх уйăрма, ĕмĕрхи йăласене, гражданлăха, пирĕн нумай нациллĕ халăха пĕрлештерме май парать.

Ноябрĕн 4-мĕшĕ - Раççей халăхĕ пĕр шухăшлă пулса йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнине çирĕплетекен уяв. Чăвашсем пĕрне-пĕри пулăшасси авалтан килет. Кирек епле ĕçе пурнăçлама та «ниме» пухнă ял çынни. Халĕ те çаплах. Эпир хамăрпа юнашар пурăнакан урăх наци çыннисемпе килĕштерсе пурăнатпăр. Пирĕн район территорийĕнче 15 ют çĕршыв гражданинĕ пурăнать. Вĕсен йышĕнче Украина, Казахстан, Германи, Узбекистан çыннисем пур. Пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх çирĕпленсех пырать. Çакна пĕрлехи йышра ирттернĕ уявсем те тÿрремĕнех çирĕплетсе параççĕ. Халăх туслăхĕ вăл - чи пысăк пуянлăх. Пире эпир хамăрăн тăван çĕре юратни, аваллăха хисеплени, пирĕн умĕнхи ăрусен паттăрлăхĕпе мăнаçланни çыхăнтарса тăрать. Чĕлхе тата тĕн уйрăмлăхĕсем район çыннисене туслă пурăнма чăрмантармаççĕ. Йышпа вара темĕн те тума пулать.

Пирĕн районта та Халăх пĕрлĕхĕн кунне çулсеренех уявлаççĕ. Кăçал та культура учрежденийĕсенче тата библиотекăсенче тематика каçĕсем, «çавра сĕтелсем» тата спорт ăмăртăвĕсем ирттерме палăртнă. Районти литературăпа таврапĕлÿ музейĕ çак кун «Ÿнер каçĕ» акцие хутшăнать. Акцин девизĕ - «Ÿнер пĕрлештерет». Музейра Семен Игнатьевăн «Чĕрепе курнă тĕнче» куравĕпе паллашма пулать.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2017
15:03
Поделиться
;