Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сыхлăха ÿстермелле

Федерацин Атăлçи округĕн хăш-пĕр регионĕсенче выльăх-чĕрлĕхĕн инфекци чирĕсем сарăлас хăрушлăх пуррине республикăри тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура палăртнăччĕ. Вăл Пушкăрт Республикинче - ящур, Самара, Оренбург, Саратов, Ульяновск облаçĕсенче тата Пушкăртстанра мăйракаллă шултра выльăх ерекен тĕвĕ дерматичĕпе йышлă чирленине пĕлтерчĕ.

Паянхи куна Чăваш Республикинче сыснасем Африка чумипе чирлекен ăнăçсăр пунктсене шута илмен. Чăваш Енри тĕп ветеринар пĕлтернĕ тăрăх, апла пулин те ăна ытти регионсенчен сыснасемпе пĕрле «илсе килес» хăрушлăх çав-çавах пысăк. Çак тĕллевпех сыснасен, тискер хир сыснисен тĕпчев мониторингне ирттерсех тăраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлура сыснасен Африка чумин тата выльăхсен ытти инфекци чирĕсене хирĕç кĕрешме сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. Тĕрлĕ чир-чĕре пула пысăк тăкак тÿсесрен ял хуçалăх предприятийĕсене, уйрăм çынсене выльăх-чĕрлĕхе страхламаллине асăрхаттарнă. Асăннă ыйтупа районти лару-тăрупа «РОСГОССТРАХ» страхлав компанийĕн Элĕкри филиалĕн начальникĕ А.Павлова паллаштарчĕ. Элĕк районĕнче паянхи куна вĕсен компанийĕнче 1118 пуç ĕнене страхланă. Иртнĕ 9 уйăхра мăйракаллă шултра выльăх кÿпĕннине, çакăнса тата вар-хырăм ĕçĕ пăсăлнине пула вилнĕ 13 тĕслĕ-хе регистрациленĕ. Выльăх хуçисене 461,44 пин тенкĕ страхлав укçине тавăрса панă. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче вара ĕне тата ытти выльăха страхлакансем çук. Ку тĕлĕшпе ĕçе уйрăмах республикăн анатри районĕсенче - Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк тăрăхĕсенче лайăх йĕркеленĕ-мĕн. Выльăх-чĕрлĕхе страхлакан хуçалăхсене страхлав тÿлевĕн 50 % патшалăх каялла тавăрса парать.

Н.СМИРНОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2017
15:04
Поделиться
;