Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Боксра маттур

Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкар хулинче СССР спорт мастерне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченне асăнса пĕтĕм Раççейри 25-мĕш бокс турнирĕ иртрĕ. Унта Атăл тăрăхĕнчи облаçсемпе хуласенчен килнĕ 20 ытла команда хутшăнчĕ. Пĕтĕмпе 150 боксер ринга тухрĕ. Хĕрÿ кĕрешÿ виçĕ кун пычĕ. Пирĕн районтан та спортăн ку енĕпе кĕрешекен ачасем пулни хăпартлантарать.

2003-2004 çулсенче çуралнисем хушшинче Вутланти тĕп шкулта вĕренекен Дмитрий Каратаев (38,5 килограмм), Элĕк вăтам шкулĕнчи Эдуард Маслов (42 килограмм), Вăрнар районне кĕрекен Аçăм Çырма шкулĕнче пĕлÿ илекен Кирилл Николаев (50 килограмм) (сăмах май вăл Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулне бокс тренировкисене çÿрет), хамăр район хĕрачи Анастасия Мурзакова (48 килограмм) хăйсем пек виçеллĕ спортсменсемпе тупăшрĕç.

Дима Каратаев темиçе рингра кĕрешнĕ хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă. Турнирăн виççĕмĕш кунĕнче - Эдуард Маслов финалта мала тухма пултарчĕ. Тупăшу çăмăлах килмерĕ пулин те Анастасия Мурзакова çĕнтерÿçĕ ятне илме пултарчĕ. Сăмах май, Настя декабрь уйăхĕнче Раççей кубокĕшĕн иртекен ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет.

В.Гордеев, бокс тренерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 ноября 2017
15:06
Поделиться
;