Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мастер-класс та, курав та иртрĕ

Ÿнер тĕнчи пурне те пĕрлештерет. Ноябрĕн 3-4-мĕшĕнче Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ тата Чăваш Сурăмĕнчи таврапĕлĕ музейĕсенче «Ÿнер каçĕ» культурăпа вĕренÿ акцийĕ иртрĕ. Район çыннисем Семен Игнатьевăн «Чĕрепе курнă тĕнче» куравпа паллашрĕç.

Мероприятие «Хурăнташ» фольклор коллективĕ (ертÿçи - Галина Григорьева) илемлĕ юрă-ташăпа пуçларĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова хамăр ентешпе - Семен Игнатьевпа мухтаннине пĕлтерчĕ. Фотожурналист республикăри тата пĕтĕм тĕнчери куравсене хутшăннă. Курава килнисем Чăваш Республикин тата Раççейĕн паллă çыннисемпе, çĕр ĕçченĕсемпе, ял çыннисемпе паллашрĕç.

Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Сергеев хăйĕн юлташĕ çинчен каласа пачĕ. Ентеш тăтăшах тăван района килсе çÿренине, тĕрлĕ мероприятие сăн ÿкернине аса илчĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Любовь Константинова Семен Игнатьевăн «Чĕрепе курни» кĕнекипе паллаштарчĕ. Ăна автор хăй пурăннă чухне парнеленине асăнчĕ. Семен Игнатьевăн шăллĕ Аркадий та пиччĕшне ырăпа кăна аса илчĕ. Курава Сурăмпуç Мучикасси ялĕнче пурăнакансем те хутшăнчĕç. Юрий Васильев та ентеш ÿнерçĕ çинчен каласа пачĕ.

«Ÿнер каçĕнче» ача садне çÿрекенсем тата шкул ачисем «Пукане - манăн юлташ» мастер-класа хутшăнчĕç. Чăваш Сурăм музейĕнче вара «Раççейри паллă ÿнерçĕсем» курав ĕçлерĕ. «Музейри манăн сăн ÿкерчĕк» фотосалон та пурин кăмăлне кайрĕ. Чăваш тĕррин асамлăхĕ те нумайăшне тыткăнларĕ.

О.АЛЕКСЕЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 ноября 2017
15:18
Поделиться
;