Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрлăх пахалăхĕн сыхлăхĕнче тăрăшать

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем тырă-пулăран, çĕр улмирен мĕнле тухăç илесси хуçалăхсенчи механизаторсем çĕре епле хатĕрленипе пĕрлех вăрлăх пахалăхĕнчен, шăтаслăхĕнчен, нÿрĕклĕхĕнчен чылай килет. Вăрлăх мĕнле шайра пулнине вара Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Элĕкри уйрăмĕн ĕçченĕсем тĕрĕслесе палăртаççĕ. Надежда Афанасьева кунта 2003 çултанпа тăрăшать пулсан, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 26 çулпа танлашать. Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш Енри ял хуçалăх тата тасатса тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕнче ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.

Çурхи тата кĕрхи ĕççи тапхăрĕнче Надежда Геннадьевнăна тăтăшах ачалăхĕ тĕлленет-ха. Çуллахи каникул вăхăтĕнче халĕ те вырăнти ял хуçалăх предприятине тантăшĕсемпе утă пуçтарма, çĕр улми çумлама каять пек. Июль уйăхĕн вĕçĕнче вара - йĕтем çине. Уйран килекен сап-сарă тырра курсан ача тем пекех хăпартланнă. Хĕвел питтинче пин-пин тулă пĕрчи ылтăн пек çутатса выртса куçа йăмăхтарни те асрах-ха. Ку чухне обществăлла выльăх-чĕрлĕх умĕнчен те апат татăлманнине, çĕр ĕçченĕн пÿлми те тулли пулассине шкул вăхăтĕнчех чухланă. Тырă тухăçлăхĕ мĕнпур ял хуçалăх ĕçченĕн тăрăшулăхĕнчен ытла агроном хăйĕн тивĕçне лайăх пурнăçланинчен килнине те аванах туйнă. Çавăнпа ĕнтĕ шкул пĕтерсен агроном специальноçне алла илнĕ те.

- Эпĕ çак специальноçа суйланинче аттепе аннен тÿпи те пысăк. Çывăх çыннăмăрсем хăйсен кун-çулне хуçалăхра тăрăшса ирттернĕ. Атте уй-хир бригадирĕ пулнăран аннепе тăтăшах хăш культура епле ÿснине сăмахланине ас тăватăп. Шăрăх е йĕпе килнĕ çулсенче тырă тухăçĕшĕн кулянса çÿренине те манман, - калаçăва тăсать Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Элĕкри уйрăмĕн ертсе пыракан агрономĕ Надежда Афанасьева.

2003 çултанпа вăл ял хуçалăх предприятийĕсенчен, хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен килекен тырă вăрлăхне анализ валли йышăнса регистрацилет. Вăрлăх тасалăхне, шăтаслăхне, нÿрĕклĕхне, тĕрлĕ чир-чĕр пуррипе çуккине палăртас тĕлĕшпе лаборатори тĕрĕслевĕсем ирттерет. Пĕтĕм анализа Патшалăх стандарчĕсене тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. Анализсен кăтартăвĕсемпе районти ял хуçалăх предприятийĕсене вăрлăх пахалăхне палăртакан документ параççĕ. - Пире пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри вăл - районти мĕнпур ял хуçалăх предприятийĕпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче агрономсем çукки. Çавăнпа ĕнтĕ чылай хуçалăхра тĕш тырă культурин, çĕр улмин тата ытти культурăсен вăрлăхне тĕрĕслеттерессине тĕпе хумаççĕ. Пахалăхлă вăрлăх фондне хатĕрлесси çине алă сулаççĕ. Хăвăртах тырра уйран çапса тĕшĕлесе кĕртес те пÿлмесене хурасси тĕп вырăнта. Ку чухне пахалăхлă вăрлăх тырă тухăçĕ çине витĕм кÿнине манаççĕ. Ку енĕпе уйрăмах «Новый путь» ял хуçалăх предприятине ырăпа асăнас килет. Нумай çул агрономра тăрăшакан Николай Тихонов ĕçе яваплăха туйса пурнăçлать. Ытти хуçалăхсенче вара агроном ĕçне ытти специалистсем çине çирĕплетсе панă, - сăмахлать Надежда Геннадьевна. - Ял хуçалăх предприятийĕсенче çук специалистсен тиевĕ пирĕн çине тиенет. Мĕншĕн тесен кун пек чухне вăрлăха темиçе хутчен тĕрĕслеме, вăрлăх тĕлĕшпе документсене тивĕçлипе тытса пыма тивет. Çавăн пекех аякран илсе килекен вăрлăх пахалăхне те куçран вĕçертмелле мар. Пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ, анлă, яваплă, çав вăхăтрах питех те тĕплĕ тумалли ĕç, - тăсать калаçăвне ертсе пыракан агроном. - Апла пулин те эпир ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕн специалисчĕсемпе тата ертÿçисемпе яланах пĕр чĕлхе тупатпăр. Уншăн вĕсене пысăк тав. Çапла майпа пирĕн 4 çынран тăракан пĕчĕк коллектив та ра- йонти ял хуçалăх аталанăвне сахал мар тÿпе хывать.

Асăннă уйрăм çавăн пекех ÿсен-тăрана хÿтĕлессипе те ĕçлет, уйрăм çынсене тата юридици сăпатлисене консультаци парса пулăшать.

Эльвира КУЗЬМИНА



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 ноября 2017
15:19
Поделиться
;