Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Етĕрне турисчĕсем - Элĕк районĕнче

Ноябрь пуçламăшĕнче 13 çынран тăракан туристсен ушкăнĕ Элĕк районĕнче пулса курчĕ. Вĕсем Етĕрне хулинчи «Сывлăхшăн» шкулăн Скандинави меслечĕпе утакансен йышĕнчен пулчĕç.

Малтанах вĕсем Ураскилтри Тасаран та таса Турă Амăшĕн чиркĕвĕнче пулчĕç. Каласа хăвармалла, чиркÿ çурчĕпе хурал пÿрчĕ тата часавай культура еткерлĕхĕ шутланаççĕ. ЧАССР Министрсен Канашĕн 1977 çулхи февраль   уйăхĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ку çуртсене историпе культура палăкĕсен пĕлтерĕшĕпе патшалăх управне илнĕ. Хыççăн туристсем Элĕкри «Тури чăвашсен культурипе йăли-йĕрки» этнопарка çитсе курчĕç. Кунта вĕсене паркпа Алена Судман паллаштарчĕ. Хăнасене сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ вĕри чейпе, кăмакара пĕçернĕ икерчĕпе хăналарĕ. Етĕрнесем Элĕксене ырлăх-сывлăх сунса татах та пысăк çитĕнÿсем тума сĕнчĕç. Экскурси малалла Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейне куçрĕ. Кунта вĕсене Элĕкри Культура керменĕ çумĕнчи «Ветеран» халăх хорĕ кĕтсе илчĕ, вырăс тата чăваш юррисемпе савăнтарчĕ. Етĕрнесем кашни номере алă çупса ырларĕç, халăх хорне малалла та ăнăçу сунчĕç. Музейрах Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, пирĕн ентешĕн Семен Игнатьевăн сăн ÿкерчĕксен куравĕпе паллашрĕç. Музей директорĕ Ольга Алексеева ытти пÿлĕмсенчи экспонатсемпе те паллаштарчĕ. Туристсем Элĕк районĕн историйĕпе, халăхăн ĕçри тата вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕ çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç. Юлашкинчен хăнасем Юмах паркне те çитсе курчĕç. Йывăçран касса тунă кĕлеткесене курса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Нумаях пулмасть Элĕке Етĕрне районĕнчи инвалидсен ушкăнĕ те килсе курнăччĕ, ырласа хăварнăччĕ. Етĕрнесем Элĕк тăрăхне татах та килсе курма пулчĕç.

Г.ТЕРЕНТЬЕВ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2017
15:29
Поделиться
;