Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Новый путь» кубокĕ - Ехремкассисенче

Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче «Новый путь» ял хуçалăхĕн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта Элĕк, Ехремкасси, Йăлкăш, Тавăт тата Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенчен килнĕ 5 команда хутшăнчĕ. Кăçалхи турнир ытти çулхисенчен самай уйрăлса тăчĕ, мĕншĕн тесен волейболла вылякансем - 40 çултан иртнисем.

Çулсеренех волейболла вылякансен йышĕ ÿссе пырать. Хальхинче те турнир çивĕч иртрĕ. Çичĕ сехет хушши тăсăлнăскер курма пынисене самаях пăлхантарчĕ. Çав-çавах Ехремкасси команди пултаруллăрах пулни палăрчĕ. Вăл «Новый путь» хуçалăхĕн кубокне тивĕçрĕ. Йăлкăшпа Чăваш Сурăм командисем кĕмĕл тата пăхăр медальсем илчĕç.

Çавăн пекех чи лайăх вылякансене те палăртрĕç. Ку йышра «Чи хаклă вăйăç» номинацире Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Александр Степановпа Галина Васильевăна чысларĕç.

А.ВОНИФАТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2017
15:27
Поделиться
;