Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Почтăпа пĕрле вулар-и?

Раççей Почти пичет кăларăмĕсене сарма пулăшас тĕллевпе пур çыхăну уйрăмĕсенче те «Почтăпа вулатпăр» акци ирттерет. Вăл ноябрĕн 30-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта почта çыхăну уйрăмĕсенче пичет кăларăмĕсене илĕртÿллĕ хаксемпе туянма сĕнеççĕ. Кунта тĕрлĕ жанрпа тата тематикăпа çырнă кĕнекесем пур: ача-пăча литератури, классика, вăрçă çинчен çырнă кĕнекесем, паянхи илемлĕ литература.

Акци вăхăтĕнче хаçат-журнала 100 тенкĕрен ытларах туянсан пуç ватмăшсен пуххине парнелĕç. Кĕнекесене 500 тенкĕрен те ытларах туянсан – почта çыхăну уйрăмĕн фондĕнче пур кирек хăш кĕнекене те парнелĕх суйласа илме май пур.

Çакăн йышши акцие пĕрремĕш хут 2016 çулта ирттернĕ. Ăна хаçат-журнал тата кĕнеке кăларакансем те, Раççей Почтин клиенчĕсем те ырласа йышăннă.

М.МИХАЙЛОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2017
15:27
Поделиться
;