Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наркотик ан пултăр

Ноябрĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен республикăра тата пирĕн районта «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» Пĕтĕм Раççейри акци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - общественнăçа наркотикăн саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешме явăçтарасси, профилактика мероприятийĕсем йĕркелесси, çавăн пекех оперативлă информаципе тивĕçтерес ĕçе вăйлатасси. Çак тапхăрта пирĕн районта та профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ.

Çавăн пекех çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма спорт мероприятийĕсем ирттерме, консультаци пулăшăвĕ пама палăртнă. Наркотика ăçта тата кам сутнине пĕлсен анонимлă майпа «шанăç телефонĕн» 22-7-70 номерĕпе шăнкăравласа пĕлтерме май пур.

(Хамăр инф.).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 ноября 2017
11:31
Поделиться
;