Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултарулăх фестивалĕнче

Ноябрĕн 13-мĕшĕнче, Куç курманнисен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче, Чăваш Республикин Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотекăра «Хавхалану» ятпа пуçаруллă поэтсен республикăри 3-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Кунта хăй тĕллĕн çыракан сăвăçсем хутшăннă. Пĕтĕмпе 10 пуçаруллă поэт тĕрлĕ конкурсра хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Вĕсен шутĕнче Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Муркашри вырăнти организацийĕнчен Вячеслав Пагеевпа Вячеслав Михайлов та пулнă. Кашниех хăй хайланă сăввине каласа панă. В. Пагеев ытларах вырăсла пулсан, В.Михайлов чăвашла сăвăсем çырать. Çапла майпа фестиваль-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Вячеслав Михайлов 3-мĕш вырăн йышăнса илме пултарнă. Ăна Хисеп хучĕпе тата парнесемпе чысланă. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 ноября 2017
11:31
Поделиться
;