Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Саккуна пĕлни кирлĕ

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа районта Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун иртессине хаçатăн иртнĕ номерĕсенче пĕлтернĕччĕ. Çак мероприятие район территорийĕнче хăйсен ĕçне йĕркеленĕ адвокатсем, нотариус, юристсем, право хуралĕн органĕсенче тăрăшакансем хастар хутшăннине палăртмалла. Район прокурорĕн çумĕ Фаина Лазарева, Ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Эдикт Волков тата вĕренÿ пайĕ çумĕнчи психологипе медицина, социаллă пулăшу парассипе ĕçлекен центрăн социаллă педагогĕ Татьяна Егорова Элĕкри ача-пăча библиотекинче саккăрмĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.

Пухăннисем чи малтанах асăннă кунăн пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕç. 14 çула пусăмланă арçын ачасемпе хĕрачасене мĕнле право йĕркисене пăснишĕн миçе çултан уголовлă тата административлă майпа явап тыттарни кăсăклантарчĕ. Çавăн пекех ача чухне çăмăлттайлăха пула тунă йăнăш ÿссен те хăçанччен «ура хума» пултарнипе тата пултарманнипе интересленчĕç.

Ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйăн ытларах мĕнле ыйтусем татса пама тивнипе кăсăкланчĕç. Асăннă мероприяте хутшăннă пĕр амăшĕ вара Элĕкри пасар территорийĕнче ятарлă тротуарсем çукран тата чиркÿ енчен çул урлă шкула каçма вырăн пулманран ачасем умне пысăк хăрушлăх тухса тăнине пăшăрханса пĕлтерчĕ.

- Чăнах та, пасар территорийĕнче автомашина тĕлли-паллисĕр кирек ăçтан та çÿреме пултарнăран ача анчах мар, аслисем те инкеке лекес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та ку ыйтăва район депутачĕсен Пухăвĕнче те хускатнăччĕ, - палăртрĕ Э.Волков.

Районти нотариус Екатерина   Зайченко тата район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта 11-мĕшĕнче вĕренекенсемпе «çавра сĕтел» йĕркелерĕç. Екатерина Викторовна шкул ачисене нотариус профессийĕ çинчен каласа пачĕ. Пухăннисене миçе çулти ача хăйĕн ĕçне йĕркелеме, укçа-тенкĕпе хăй тĕллĕн хуçаланма пултарассипе, тĕрлĕ документсене хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчĕç. Кĕçĕн е аслă класс вĕренекенĕ-и - çав-çавах ача ĕнтĕ. Çакна тĕпе хурса Екатерина Викторовна шкул ачисем патне пушă алăпа килмен, пухăннисене пылак кучченеçпе сăйларĕ, саккуна пăхăнса пурăнма, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕ.

Район администрацийĕн опекăпа попечтельство органĕн специалисчĕ Ирина Ильина Юнтапари вăтам шкулта усрава илнĕ ачасемпе уйрăммăн курса калаçнă. Тăван ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнăскерсене шкул пĕтерсен вĕренме кĕнĕ чухне мĕнле те пулин çăмăллăхпа усă курма май пурри, миçе çула çитсен хваттерпе тивĕçтерни кăсăклантарнă. Çавăн пекех ача усрава илес шутлисене консультаци панă.

Район администрацийĕн юрисконсульчĕ Владимир Васильев патне вара çула çитмен çамрăксене каникул тапхăрĕнче ĕçе вырнаçтарассипе, инвалид ачасене санаторипе курорт сиплевĕпе усă курма путевкăпа, асăннă категорири ачасене реабилитаци техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусемпе килнĕ. Кунсăр пуçне вăл инвалид ачасем мĕнле çăмăлăхсемпе усă курма пултарнине, ачана сипленме паракан квотăпа мĕне кура тивĕçтернипе, ачасене медицина пулăшăвĕ парассипе, алиментсем шыраса илессипе çыхăннă ыйтусем çине хуравсем панă.

Эльвира КУЗЬМИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 ноября 2017
12:03
Поделиться
;