Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юсавсăр электрохатĕр пушар ан кăлартăр

Çанталăк сивĕтме пуçлать те республикăра, вăл шутра районта та пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе лару-тăру уйрăмах çивĕчленет. Çакă пĕтĕмпех хутса ăшăтмалли тапхăрта вут-çулăм алхасасси палăрмаллах ÿснипе çыхăннă-çке.

Иртнĕ 10 уйăхри кăтартусем çинче чарăнса тăрас пулсан профилактика ирттерни усси пуррине палăртмалла. Чăваш Республикинче 2016 çулта январь-октябрь уйăхĕсенче 782 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă, кăçал çак тапхăрта 695 регистрациленĕ. Ку тĕлĕшпе районта та ял çыннисемпе тĕл пулса ăнлантару ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнмалла. Пĕлтĕр 10 уйăхра 20 пушар регистрациленĕччĕ, кăçал 17 тĕслĕх шута илнĕ. Чи пĕлтерĕшли вара вут-çулăмра пĕр çын пурнăçĕ те татăлманни. Çав вăхăтрах этем хăйĕн кун-çул тăршшĕпе пухнă пурлăх кĕске вăхăтрах сахал мар çунса кĕлленнĕ.

Пушар тухнин тĕп сăлтавĕ- сенчен пĕри вăл - яланхиллех вут-çулăмпа асăрханусăр пулни. Чĕлĕм туртнă чухне тимлĕ-хе чакарни, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсем юсавсăр пулни те инкексем патне илсе çитернĕ. Элĕктрохатĕрсемпе усă курнă чухне ятарлă правилăсене пăхăнманран 7 кил хуçалăхра «хĕрлĕ автан» ташланă. Ача-пăча та аслисен тимлĕхĕсĕр юлсан спичка шăрпăкĕпе выляма юратни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та пĕчĕкскерсемпе ача садне çÿренĕ тапхăртах ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле.

Паян вара уйрăмах пăшăрхану çуратаканни вăл - электротехника сăлтавĕсене пула вут-çулăм алхасасси ÿсни. Çавăнпа та çула тухатăр-и е кил таврашĕнчех пахчара ĕçлетĕр, çывăрма выртатăр-и - кирек епле электричество хатĕрне те усă курмалли инструкцие тĕпе хурса сÿнтерме ан манăр.

Сиенленнĕ элетропăралуклă элетрохатĕрпе вара кăлтăка сирмесĕр вуçех те усă курма юрамасть. Электричество ламписене хутпа, пусма-таварпа тата хыпса илме пултаракан ытти япалапа чĕркени, хуплани те вут-çулăм тухасси патне илсе çитерет. Электроутюгсем, электроплиткăсем, электрочейниксем тата ăшăтакан ытти япаласем çинче ăшă парассине йĕркелесе тăракан ятарлă хатĕр юсавсăр е вуçех те çук пулсан кун пек приборсемпе пачах та усă курма юрамасть.

Çулăм тухнине е тĕтĕм йăсăрланнине курсан пĕр тăхтамасăр районти пушар хуралне шăнкăравлăр. Стационарлă телефонпа 01 номерпе, кĕсье телефонĕсемпе 112 номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтăр.

Анастасия ГОРДЕЕВА,

районти пушар надзор инспекцийĕн инспекторĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 ноября 2017
12:03
Поделиться
;