Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем тата вĕсен ырлăхĕ - чи хакли

Шăп та шай çакăн пек çирĕплетет те виçĕ ача амăшĕ Алина Юрьевна Гаврилова. Çивĕч ăслă, мал ĕмĕтлĕ, çав вăхăтрах чечен те илĕртÿллĕ, ырă кăмăллă нумай ачаллă хĕрарăмпа чи илемлĕ уяв - Амăшĕн кунĕ - умĕн тĕл пултăмăр. Çемье, амăшĕн телейĕ тата ачасене воспитани памалли вăрттăнлăхсем çинчен калаçрăмăр.

Алина Юрьевна палăртнă тăрăх, пĕтĕмпех юратуран пуçланать. Ун шучĕпе, тĕпренчĕксене ачашлантарса, иртĕхтерсе ямалла мар, чăннипех те юратмалла. Çакă вара вĕсене ăнланнипе, ачашăн юлташ, çав вăхăтрах çирĕп ашшĕ-амăшĕ пулнипе те çыхăннă. Пĕрремĕш хут вăл 21 çулта амăшĕ пулса тăнă-ха. Ку пăлхануллă саманта 10 çул иртсен те манман хĕрарăм. Хĕрача çинчен ĕмĕтленнĕренех чун-чĕре чи савăк туйăмпа тулнă ун чухне. Тепĕр виçĕ çултан вара Гавриловсен татах та йыш хутшăннă, Ваня ывăлĕ çуралнă.

- Хĕр чухнех çемье çавăрсан икĕ ачаран кая мар кун çути парнелесси çинчен пĕрре мар шутланă. Ара, хам та 5 ачаллă çемьере ÿснĕрен тĕпренчĕксем йышлă пулни телей те савăнăç иккенне пĕчĕкренех пĕлсе ÿснĕ, - хăйĕн шухăшне палăртать икĕ уйăх каялла тепĕр хут амăшĕ пулса тăнă хĕрарăм. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре ăна яланах Алексей мăшăрĕ пулăшса пырать. Алина Юрьевна Питĕшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине тытса пынăран ир кÿлĕмех ĕçе тухса каять те каçхи 6-7 сехетсĕр те çаврăнса çитеймест.

Кун пек чухне килти хушма хуçалăхри ĕçе мăшăрĕпе хунямăшĕ, Валентина Елизаровна, пурнăçлаççĕ. Халĕ те пĕчĕк Павелпа вăхăтлăха килте ларать пулсан та ĕç çинчен вуçех маннă теме çук. Кулленех тĕрлĕ документ çырма кайса килме тивет. Ку чухне вара каллех пĕчĕк пепкене мăшăрĕпе хунямăшне шанса парать.

Алина Юрьевна пĕлтернĕ тăрăх, аслă ачисем кун çути курсан та вĕсене каçхине тăрса пăхасси, подгузник улăштарасси, пеленка çăвасси мăшăрĕшĕн нимĕнле йывăрлăх та пулман. Ку тĕлĕшпе паян та Алексей Гаврилова хурлаймăн, хĕрарăмшăн чăн-чăн тĕрев вырăнĕнчех.

Аслисене кура ача-пăча та пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснине палăртмалла. Гавриловсен 10-ри Маша хĕрĕ тирпейлĕхпе, çирĕплĕхпе палăрать-мĕн, тасалăха çав тери юратать. Çывăх çыннисем асăрхаттармасăрах пÿрт-çуртра, хăйĕн пÿлĕмĕнче тирпейлет. Питĕшкассинчи вăтам шкула пĕрремĕш класа çÿрекен Ваня ашшĕ пекех «ылтăн» алăллă пулать. Тĕрлĕ ĕç хатĕрне 7 çултах «итлеттерет».

- 20 тата 30 çулта амăшĕ пулнинче - пысăк уйрăмлăх пуррине те палăртмалла. Виççĕмĕш хутчен 30 çул урлă кăшт каçсан амăшĕ пулса тăтăм. Çавăнпа та паян çак тивĕç çине татах та яваплăха туйса пăхатăп, çав вăхăтрах тулли кăмăлпах пĕчĕкскерне алла тытатăп. Хитререх тумлантарас, ытларах тимлĕх уйăрас, лайăхрах пăхас килет пĕчĕк ывăлăма. Ку шухăшпа вара мăшăр та килĕшет. Тепĕр хут атте-анне пулса тăнишĕн чăннипех те савăнатпăр эпир, - тăсать калаçăвне Алина Юрьевна пĕчĕкскерне кăкăр ĕмĕртнĕ май.

Икĕ уйăхри Павел шăллĕшĕн Машăпа Ваня ачисем те каçсах каяççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах ун патне васкаççĕ вĕсем, амăшне пĕчĕкскерне пăхма пулăшма тăрăшаççĕ.

- Аслисем шкулта вĕреннĕрен вĕсене те сахал мар тимлĕх уйăрмалла. Пуçламăш классенченех çирĕп пĕлÿ илмелле, çакă вĕсен малашлăхри çул-йĕрне палăртма пулăшĕ те. Вĕренмесĕр пурнăç çулне тивĕçлипе йĕркелеме май çук. Çакна ачасене каласа ăнлантарма тăрăшатăп та. Паллах, кăштах япăхрах паллă илсен ятланине те пытармастăп, çирĕплĕх кирлех ĕнтĕ. Ытларах чухне вара вĕсене ырă кăмăллă çитĕнтересси çинчен сахал мар шутлатăп. Йывăрлăха лекнĕ çынна пулăшмаллине, хамăртан вăйсăр çынна кÿрентерме юраманнине, яланах тÿрĕ кăмăллă пулмаллине пĕрре мар каланă, - воспитани памалли хăш-пĕр вăрттăнлăхсене палăртать амăшĕ.

«Ку ăс-хакăла вара камран вĕреннĕ?» - калаçу вĕçĕнче ыйту паратăп нумай ачаллă амăшне.

- Хамăн анне, Лупашка ялĕнче пурăнакан Полина Аркадьевна Ефремова, мĕн пĕчĕкренех пире, 5 ачине, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Ырă кăмăллăх, сăпайлăх çын хушшинче чи пĕлтерĕшли пулнине ăнлантарнă. Аслă пĕлÿ илме май килнишĕн те, паян хамăн кăмăла каякан ĕçре тăрăшнишĕн те çывăх çынсен тÿпи пур тесе шутлатăп. Паян та вĕсем маншăн чи пысăк тĕрев. Хуняма, Валентина Елизаровна та, манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Вăл та лайăх амăшĕ, асламăшĕ, ачасем ăна питĕ хытă юратаççĕ. Маншăн вара çак икĕ хĕрарăм амăшĕн чи лайăх тĕслĕхĕ вырăнĕнче, - сăмахне вĕçлерĕ вăл.

Эльвира КУЗЬМИНА.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 ноября 2017
15:23
Поделиться
;