Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ящур чирĕнчен асăрханар

 

Пушкăртстанра ящур чирне тупса палăртнă хыççăн Чăваш Енри ветеринарсемпе эпизоотологсем те сисчĕвленчĕç. Ящур - хăвăрт сарăлакан чир. Çавăн пекех вăл çынна та ерме пултарать.

Ящура пуçарса яракан вирус темиçе тĕрлĕ пулма пултарать. Вăл пысăк температурăра хăвăрт вилет, сивĕре вара нумай упранать, чире пуçарса ярать. Чирлĕ выльăхран сыввине вирус сĕлекерен, сĕтрен, каяшран е сывласа кăларнă сывлăшран ерет тата сарăлать. Вăл апат, автотранспорт, шыв е выльăха пăхнă чухне усă курнă витре-кĕреçе урлă та ерме пултарать. Ящурăн малтанхи паллисем çапла пулаççĕ: ĕне выльăх апат çими пулать, сахал кавлет, сĕлекине юхтарать, ÿт температури 40,5-41,5 градус таран ÿсет, вăл йăвашланать, каярахпа апат вуçех те çиме пăрахать. Çÿлти тата аялти тутасен шал енне, чĕлхи çине, хăш-пĕр выльăхăн чĕрни çумĕнче, малтан шывпа тулнă хăмпăсем тухаççĕ, хыççăн эрози пуçланать.

Хăрушă чире район территорине кĕртес мар тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла: хăть те хăш выльăха та зоогигиена нормисемпе тата правилисемпе пăхса усрамалла, апата ют регионсенчен кÿрсе килмелле мар. Çавăн пекех выльăхсене ветеринари докуменчĕсем пулсан çеç сутăн илме юрать, выльăх апатне те ятарлă вырăнсенче çеç туянмалла. Выльăх туянсан ăна районти патшалăх ветеринари службине пĕлтермесĕр кил хуçалăхне кĕртмелле мар, ăна ял тăрăхĕн администрацийĕнче регистрацилемелле. Выльăха сутас пулсан та ветеринари докуменчĕсем пулмалла. Ăна пусса тирпейличчен те ветеринара кăтартмалла, ятарлă вырăнсенче çеç тирпейлемелле. Аш-какая ветеринарипе санитари экспертизи витĕр кăларсан çеç çиме юрать. Килти выльăх-чĕрлĕх чирлесен ним тăхтамасăр ветеринари службине пĕлтермелле.

Л.ЛЬВОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 ноября 2017
15:23
Поделиться
;