Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăлтавĕ - каллех пирус

Вăраха кайнă обструктивлă ÿпке чирĕ çынна вĕлерме пултарать. Ăна вырăсла ХОБЛ (хроническая обструктивная болезнь легких) теççĕ. Çак чир вăхăтĕнче сывлав çулĕсем хĕсĕннĕрен сывлăш пÿлĕнсе ларать. Эпидемиологи даннăйĕсем тăрăх, ХОБЛ 40-рен иртнĕ арçынсен тĕл пулать. Çак чире пула çын инвалид пулса юлать. Вилĕм патне илсе çитерекен сăлтавсен йышĕнче чир 4-мĕш вырăн йышăнать.

Çак чир пирус туртнăран та аталанать (90-95%). Тепĕр 5 % шутне сиенлĕ газ сывлани, производство ĕçĕсем, респиратор урлă инфекцисем ерни, экологири лару-тăру кĕреççĕ.

Ÿпке чирĕ ытларах шахтерсен, чукун çул ĕçченĕсен, нумай чухне цементпа ĕçлекен строительсен, тĕрлĕ промышленность, тыр-пул тата çĕр мамăк типĕтекен ял хуçалăх ĕçченĕсен пулма пултарать. Тавралăх факторĕсем тата генетика сулăмĕ те тип пырăн шалти енĕ шыçнине вăраха яма пултарать, çапла майпа вырăнти бронх иммунитечĕ пăсăлать. Тип пыртан лăймака çăра тата тăсăлса тухнăран бактерисене аталанма май туса парать.

Асăннă чир малтанах палăрмасан та пултарать, вăл вăрттăн аталанать. Вăтам йывăрăшлă тапхăрта кăна чир хăйĕн паллисене кăтартма тытăнать. ХОБЛ чирне йĕпе ÿслĕкрен тата сывлăш пÿлĕннинчен пĕлме пулать. Чи малтанхи тапхăрта хутран-ситрен ÿсĕрни пулать тата пыртан тухакан лăймакаллă манка (талăкне 60 мл) канăçсăрлантарать. Нагрузка вăхăтĕнче кăкăр пÿлĕнсе ларать. Чир вăйланса пынă вăхăтра çын тăтăшах ÿсĕрме тытăнать, сывлăш пÿлĕнни лăпкăнрах сисĕнет.

Инфекци ерсен вара ХОБЛ хăвăртах аталанать. Сурчăк çăраланать тата нумайрах тухать. Çавăнпа та чиртен сыхланма профилактика туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Профилактика пĕрремĕшле тата иккĕмĕшле пулать. Чи малтанах пациентăн пирус туртма пăрахмалла. Унтан çын сывлăхне сиен кÿрекен хими япалисемпе ĕçлекенсемпе хутшăнма чарăнмалла. Кун шутне ĕç вырăнĕ те, хими япалисемпе усă курни те кĕрет. Ачаранах пирус тĕтĕмне сывлассинчен те асăрханмалла. ОРВИ чирĕнчен вăхăтра профилактика туни те самаях пулăшать. Йывăр бронхита тата ÿпке шыççине вăраха кайиччен сиплемелле. Чирлĕ çыннăн хăй тĕллĕн сывалмалла мар, кун пек туни ХОБЛ чирĕ аталанас хăрушлăха пысăклатать, çын хăйне япăхрах туйма пуçлать.

Организма пиçĕхтерни те усăллă. Кил-çуртра тата ĕç вырăнĕнче тасалăхпа тирпейлĕх пултăр. Сывлав функцине ла- йăхлатакан упражненисем тума тăрăшмалла. Ку чухне шывра ишни питĕ усăллă. Пĕрремĕшле профилактикăпа усă курма май килменнисен иккĕмĕшле профилактика пирки пĕлмелле.

Унăн шутне чи малтанах иммунитета çирĕплетни кĕрет. Чи усăллă меслет - сывламалли упражненисем. Чире йывăрлатакан факторсене пĕлни те пулăшать. Кун пирки медицина учрежденийĕсенче ятарлă памяткăсем параççĕ. Унта ХОБЛ чирĕпе чирлекенсене тĕрĕс пурăнма вĕрентеççĕ, мĕншĕн тесен çак чиртен сывалма пулмасть. Унсăр пуçне бронхолитика терапийĕ витĕр тухмалла. Грипран тата пневмококран сыхланма пулăшакан вакцинаци тата ревакцинаци туса тăмалла. Çакна уйрăмах 65 çултан иртнисен пăхăнмалла.

Çавăн пекех витаминпа сипленмелли курс витĕр тухмалла, сыватакан физкультура, сывлама пулăшакан гимнастика туни те лайăх. Вăхăтăн-вăхăтăн ятарлă санаторисемпе курортсенче сипленмелле.

Л.Смирнова,

медицина профилактикин кабинечĕн заведующийĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2017
15:23
Поделиться
;