Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

СПИД чирĕ хăрушă

Декабрĕн 1-мĕшĕ - СПИДпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. Мĕнрен пуçланать-ха çак чир; СПИД чирне вирус ертет. Вирус пĕр çынран теприне виçĕ майпа ерме пултарать. Пĕрремĕшĕ - ар çыхăнăвĕ урлă. Ку майпа арçынран хĕрарăма, хĕрарăмран арçынна ерет. Иккĕмĕшĕ - юн урлă. Кунашкал меслетпе юлашки çулсенче уйрăмах наркомансем хăйсене вирус ертеççĕ. Виççĕмĕшĕ - СПИД вирусĕ ернĕ е унпа чирленĕ хĕрарăмсем хăйсен варĕнчи ачисене вирус ертсе çуратни. Паянхи куна Чăваш Республикинче СПИДпа чирлекенсен шучĕ 2518 çын шутланать. Вĕсенчен 637-шĕ вилнĕ.

Кăçалхи 9 уйăхра çак чирпе чирлекенсен шучĕ 246 çынпа танлашрĕ, çак тапхăртах 89-шĕ вилчĕ. СПИД тапхăрĕнче 20 çын пурнăçран уйрăлнă. Чăваш Республикинче çак чир уйрăмах Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Шăмăршă районĕсенче анлă сарăлнă. Хуласенчен вара Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар тата Канаш малта.

Элĕк районĕнче те асăннă чирпе чирлекенсем пур. Вĕсен шучĕ 13 çынна çитрĕ, вăл шутран 3-шĕ вилнĕ. Районти тĕп больницăра ВИЧ инфекцийĕпе 9 çын учетра тăраççĕ. Вĕсенчен 6-шĕ вируса хирĕç кĕрешекен эмелсемпе сипленеççĕ. Ку эмелсемпе чирлисене тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ.

СПИДран сыхланма пулать. Паян медицинăра ăна хирĕç кĕрешмелли тĕрлĕ эмел кăлараççĕ. Çак чирпе чирлес мар тесен хĕрсемпе каччăсен, пур çыннăн та кăмал-сипет тасалăхне пĕлмелле, ăнсăртран курнă палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕмелле мар. Эрех-сăрапа е наркотиксене пула пуçа минретменни те СПИДпа кĕрешмелли чи хăватлă мел шутланать.

Тĕрĕсленес шутлисене районти тĕп больницăн инфекци пÿлĕмне пыма сĕнетпĕр. Çавăн пекех Шупашкар хулинче СПИД-центрĕнче те тĕрĕсленме пулать. Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 32-мĕш «а» çуртра хăвăра кăсăклантаракан ыйтусен хуравне 8(8352)62-41-10 номерпе тупма пултаратăр.

Юлия МУЛЮКОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2017
15:23
Поделиться
;