Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ташлассипе палăрнă

Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн «Ладушки» ташă ушкăнĕ питех те çамрăк-ха. Пĕчĕк ачасем хореографипе туслашни çулталăк кăна, çапах та вĕсен тĕрлĕ шайри фестивальсемпе конкурссенче хутшăнас опыт пысăк темелле. Кăçал октябрь уйăхĕнче пĕчĕк ташăçсем «Ылтăн кĕркунне» халăх хушшинче иртекен конкурсра хутшăннă, иртнĕ кунсенче те вĕсем Шупашкарти ача-пăча тата çамрăксен хореографи пултарулăхĕн халăхсем хушшинчи 2-мĕш фестиваль-конкурсĕнче палăрнă. Çавна май «Ладушки» ташă ушкăнĕ 1-мĕш степеньлĕ Дипломант ятне тивĕçнĕ, вĕсен солисчĕ Артемий Алексеев вара 2-мĕш степеньлĕ Лауреат ятне илнĕ. Вăл жюрисене илемлĕ ташлас вăрттăнлăхĕпе тата илĕртÿлĕхĕпе тĕлĕнтернĕ.


 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2017
15:23
Поделиться
;