Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Федераци реестрне хатĕрленĕ

Ĕнер Раççей Пенси фончĕн Элĕкри уйрăмĕнче видео мелĕпе пресс-конференци иртрĕ. Кунта РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен «Инвалидсен федераци реестрĕ» тытăм ĕçлеме пуçлани çинчен пĕлтерчĕ. Раççейре пурĕ 12 миллион, Чăваш Енре 85 пине яхăн инвалид пурăнать. Пирĕн районта вĕсем - 1108-ăн. Инвалидсен федераци реестрĕ - патшалăх информаципе тивĕçтерекен пысăк тытăм. Унта инвалид ушкăнĕнче тăракан кашни гражданин çинчен мĕн кирлине пĕтĕмпех вырнаçтарнă. Çапла майпа хевтесĕррисем харпăр хăй кабинечĕпе усă курса Раççей Пенси фондне электрон майпа тухма та, ун урлă гражданин тĕрлĕ ведомствăсенчен пулăшу илме те пултарать. Çăмăллăхпа усă курас тесен малтан патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле. Мобильлĕ приложени те пысăк пулăшу кÿрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2017
15:19
Поделиться
;