Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паллă мар салтак кунĕ

2014 çултан пуçласа Раççейре Паллă мар салтак кунне паллă тăваççĕ. Çак куна çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса пуç хунă паллă мар салтаксене ĕмĕр асăнас тĕллевпе ирттерме тытăннă. Çак кунăн палли - шурă тăрна. Паллă мар салтак кунне халалласа Элĕкри тĕп тата ача-пăча библиотекисенче «Салтакăн ячĕ паллă мар» асăну каçĕ иртнĕ. Çавăн пекех библио- текарьсем «Сана асра тытатпăр, паллă мар салтак» курав-реквием, «Пирĕн вĕсене манмалла мар» курав та хатĕрленĕ. Галина Миронова библиотекарь ачасене уяв историйĕпе паллаштарнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе офицерсем, çĕршыври шыравçăсен ушкăнĕсем çинчен каласа панă.

Паллă мар салтак кунне халалласа районти ытти библиотекăсенче те тематика каçĕсем, кĕнеке куравĕсем иртнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 декабря 2017
10:09
Поделиться
;