Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чир-чĕртен сыхланар

Больница тулашĕнчи пневмони - стационар тулашĕнчи е госпитализаци тăвиччен талăк малтан, сывлав çулĕсен аялти пайĕсен инфекцине (лихорадка, ÿслĕк, кăкăр тĕлĕнче ыратни, сывлама йывăр пулни) палăртакан пирвайхи хут тупса палăртнă чир.

Çак чире пуçарса яраканĕ - чирлĕ çын е вирус. Чир калаçнă, сунасланă, ÿсĕрнĕ чухне сывлăшпа тата тусанпа ерет. Паянхи кун тĕлне больница тулашĕнчи пневмонипе чирлекенсен йышĕ ÿсет. Теветкеллĕх ушкăнне пĕр çул тултарман ачасем, вăраха кайнă чирпе аптăракансем кĕреççĕ.

Асăннă чирпе чирлес мар тесен алăсене тăтăшах супăньпе çумалла, вĕри апат çимелле, коллективлă апатланура вара С-витаминлă апат çиме тăрăшмалла. Эпидеми тапхăрĕ вăй иличчен пневмоккок инфекцийĕнчен тата грипран вакцинаци тутарни те вырăнлă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни те пĕлтерĕшлĕ.

Коллективра ĕçленĕ чухне пÿлĕмре дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курса тирпейлемелле, пÿлĕме уçăлтармалла, температурăна пăхăнмалла, чир вăйлă аталаннă вăхăтра пĕр пÿлĕмрен теприне куçса çÿремелле мар тата пÿлĕмсенче кварц лампи çутмалла.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче 2 е ытларах ача чирлесен класс 10 кунлăха хупăнать, 10 е ытларах ача чирлесен - шкул.

Алексей АНАНЬЕВ,

врач-эпидемиолога пулăшакан.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 декабря 2017
15:14
Поделиться
;