Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентеше асăнса - волейбол турнирĕ

Иртнĕ шăматкун Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче арçынсен командисем хушшинче волейбол турнирĕ иртрĕ. Ăна спорта тата волейбола кăмăлланă, чылай çул ача-пăча спорт шкулĕнче врач тивĕçĕсене пурнăçланă Юрий Иванович Мулюкова халалланă. Турнира йĕркелекенĕ тата спонсорĕ - Юрий Ивановичăн ывăлĕ Михаил. Ăмăртăва 5 команда хутшăннă: Элĕк райповĕн, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, Вăрнар («Вурнары») тата Муркаш районĕсен («Метпласт», «Райбыт») командисем. Çивĕч те хĕрÿ ăмăртура пăхăр медале Вăрнарсем çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Элĕк райповĕн команди тухнă. Муркаш районĕн «Метпласт» команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çĕнтерÿçĕ командăна тата призерсене Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе чысланă, укçан хавхалантарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 декабря 2017
15:14
Поделиться
;