Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Асра тыт - паянтан эс кадет!

Чăваш Сурăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коридорĕсемпе тĕрлĕ классенче вĕренекенсем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ татти-сыпписĕр каллĕ-маллĕ çеç утать-ха. Авă, шкул стендчĕсем патĕнче ачасен çитĕнĕвĕсене кунта килнĕ ветерансем «шĕкĕлчеççĕ». Çук, сурăмсем халех Çĕнĕ çул уявне паллă тумаççĕ. Ачасем, уйрăмах 6-мĕшсем, унран та яваплăрах та пăлхануллăрах мероприяти пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Авă, шкул спорт залĕнче пулас кадетсен класĕнчи арçын ачасем хĕрачасен пилоткисене майлаштараççĕ, хулпуççисем çинчи пакунĕсене тÿрлетеççĕ, туфлисене кремласа çутатаççĕ.

Вĕсен пăлханăвне сирес тĕлĕшпех 7 хĕрачапа 6 арçын ача патне пыратăп. «Ачасем, хальлĕхе эсир кадетсем мар, анчах та вĕсен ретне кĕме хатĕр-и? Кадет пĕлтерĕшне палăртсамăр», - ыйтатăп вĕсенчен.

- «Кадет» сăмах пуçласа француз чĕлхинчен кĕнĕ, вырăсла куçарсан «кĕçĕнни, çула çитменни» тенине палăртать. Францире çар службине суйланă çамрăк дворянсене çакăн пек чĕннĕ те. Раççейре вара çарпа вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсене кадет тесе палăртнă, - пĕр саслă пулса пĕлтереççĕ вĕсем. Çапах уйрăлма васкамастăп-ха вĕсенчен. «Раççейре иртнĕ ĕмĕрти камсем кадетсем пулнине палăртсамăр?» - тĕпчетĕп каллех.

- Румянцевпа Кутузов фельдмаршалсем те, Беллинсгаузенпа Ушаков, Нахимов çарпа тинĕс вăйĕсен командующийĕ- сем, Сумарков поэт та, Радищев, Достоевский, Куприн, Лесков, Даль писательсем те кадетсем пулнă, - пĕрин хыççăн тепри паллă çынсене асăнать. Эппин, камран тĕслĕх илмеллине аванах пĕлеççĕ пулас кадетсем.

Кадет этикипе те хăйсемех паллаштараççĕ вĕсем. Унăн тĕп шухăшĕ пĕр-пĕрне хисепленипе, пĕр-пĕрин çинчен япăххине калаçманнипе тата яланах пĕр-пĕрне пулăшнипе çыхăннă-мĕн.

Кадетсем ытти классенче пĕлÿ илекен ачасенчен ятарлă тум тăхăнса çÿренипе çеç уйрăлса тăраççĕ текен шухăша та самантрах сирчĕ ку ĕçе йĕркелесе пыракан куратор Константин Громов.

- Ыттисемпе танлаштарсан яваплăхĕ чылай пысăкрах. Кун йĕрки те ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ир кÿлĕмех кадет класĕ-сем построение тухаççĕ, ятарлă хăнăхтарусене пурнăçлаççĕ. Раççей историне «шĕкĕлчеççĕ». Ăна вара урокра çеç мар, ку тĕлĕшпе ятарлă сехетсем иртеççĕ. Вĕсем кирек хăçан та хăйсен çумĕнче йĕппе-çип, булавка чиксе çÿреççĕ. Тасалăхпа тирпейлĕх тĕлĕшĕнчен те ыттисенчен уйрăлса тăмалла, кадет тумĕ яланах таса, яка пулмалла, - палăртать Константин Витальевич. Ручка-тетрадьпе пĕрлех сумкăра пушмака тасатмалли ятарлă крем та чиксе çÿреççĕ. Çавăнпах кирек хăçан та вĕсен туфли-пушмакĕ тĕкĕртен кая мар çуталать.

Кăçал черетлĕ кадет класне уçас ыйтăва чи малтан ашшĕ-амăшĕ хускатнă-мĕн. Ку тĕлĕшпе пулăшма та сăмах панă. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн кăмăлĕпех кадет тумне çĕлеттерме килĕшсе татăлнă. Унăн хакĕ вăтамран 7-8 пин тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех хĕрачасене валли бал кĕписем çĕлеттернĕ.

Вĕсенче Раççей Çарĕн малашлăхĕ

Улттăмĕш класра вĕренекен кадет тумĕллĕ 13 вĕренекен пĕр харăссăн пусса кĕчĕç спорт зала. Пĕр сывламасăр тенĕ пек итлерĕç Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсене Ку хутĕнче вĕсем юрăри кашни сăмаха ăса хывма тăрăшрĕç тейĕн. Унтан пĕрин хыççăн тепри тухса тантăшĕсем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕпе ветерансем умĕнче сăмах пачĕç. Вĕсенчен кашниех кадет ятне çÿлте тытассине, командирсен хушăвĕсене пурнăçлассине, класс ят-сумне упрассине, Тăван çĕршыва яланах сыхлама хатĕр пулнине, лайăх вĕренессине пĕлтерчĕ. Тин çеç кадет ятне илнисене чи малтанах Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн директорĕ Зоя Васильева саламларĕ.

- Паян эсир Тăван çĕршыва шанчăклă хÿтĕлеме сăмах парса присяга тытрăр. Çакăнпа пĕрле сирĕн яваплăхпа тивĕç те ÿсрĕ. Кадет çи-пуçне тăхăнма тивĕç пулнине сирĕн ĕçпе, вĕренÿпе, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнипе çирĕплетсе памалла. Çак ята çÿлте тытасса, эпир сирĕнпе мухтанасса шанатăп, - саламланă май палăртрĕ район пуçлăхĕ Владислав Волков. Кадетсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Борис Степанов, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин саламларĕç.

- Эсир - пирĕн çĕршывăн малашлăхĕ. Шăп та шай Раççей мĕнле лару-тăрура пуласси çитес тапхăрта сирĕнтен килет ĕнтĕ. Кадетсем çинче яланах пысăк шанчăк пулнă та, пулать те. Çавăнпа та эсир çак шанчăка тÿрре кăларасса темĕн пекех шанатпăр, - ăнăçу суннă май палăртрĕ Муркаш тата Элĕк çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков.

Кадетсем вара виçĕ хут: «Урра!» - кăшкăрса унăн сăмахĕпе килĕшнине палăртрĕç.

Ун хыççăн 6-мĕш тата 7-мĕш классенчи кадетсем бал ташшисемпе, тĕрлĕ упражненисем пурнăçласа килнисен кăмăлне çĕклерĕç.

Эльвира КУЗЬМИНА



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 декабря 2017
16:35
Поделиться
;