Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техника тĕрĕслевĕ кирлĕ

Снегоход куçса çÿремелли хатĕр çеç мар, канмалли транспорт та шутланать. Çав вăхăтрах çак транспорт хатĕрĕ унăн хуçине те, ун çине ларакана та хăрушлăх кăларса тăратнине манмалла мар.

Снегоход туяниччен малтан хăрушсăрлăх енĕпе пĕлÿ илмелле. Çавăнпа та ун çине лариччен экзаменсене парса «А1 - çул тулашĕнчи автотранспорт хатĕрĕсем» паллăллă тракторист-машинист удостоверенине алла илмелле.

Снегоход туянни - Патшалăх регистрацийĕн правилисен требованийĕсене тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни те. Çак транспорт хатĕрне туянсан хуçан çийĕнчех ăна хăй пурăнакан вырăнта патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕнче регистрацилемелле. Саккунпа килĕшÿллĕн, çакна снегоход туяннă хыççăн 10 талăк хушшинче е хуçан «Транзит» патшалăх регистрацийĕн срокĕ тухиччен тумалла. Çакăн хыççăн çеç вăл патшалăх регистрацийĕн паллине тата техника регистрацийĕн свидетельствине алла илет.

Çавăн пекех снегоходăн хуçисен çулсеренех патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмаллине те манмалла мар. Техника хатĕрне хăрушсăрлăх правилисен требованийĕсемпе килĕшÿллĕн хатĕрлесен çеç патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕнче техосмотр тухни çинчен свидетельство илме пулать.

Енчен те çула тухмалла пулсан, хăрушсăрлăх правилисемпе килĕшÿллĕн пĕрле огнетушитель, медицина аптечки, водительпе пассажир валли те мотошлем пулмалла. Снегоход туяннă çыннăн çакна та асра тытмалла: республикăра хĕл варринче çулсеренех «Снегоход» профилактика операци-уйăхлăх иртет. Ку чухне вара çÿлерех асăннă требованисене еплерех пăхăннине тĕрĕслĕç.

Хĕл ларнă май снегоходпа çула туха пуçларĕç, çавна май патшалăх техника надзорĕн инспекторĕсем тата полици ĕçченĕсем пирвайхи тĕрĕслеве тухнă.

К.МАЙОРОВ,

патшалăх техника надзорĕн

инспекторĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 декабря 2017
16:35
Поделиться
;