Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ишпарайкка - малта

Районта спорт çине питĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсеренех ял тăрăхĕсем, учрежденисемпе предприятисем хушшинче футзал вăййисен чемпионатне йĕркелеççĕ. Çак ăмăрту кăçал та çивĕч иртрĕ.

Чемпионат ноябрĕн 15-мĕшĕнче старт илчĕ. Иртнĕ шăматкун ăна вĕçлерĕмĕр. Асăннă ăмăртăва районта футзал вăййине анлă сарас, чи вăйлă командăсене тата вăйăçсене тупса палăртас, патриотизм туйăмне вăйлатас, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе ирттереççĕ. Кăçал чемпионата 10 команда хутшăнчĕ. Кашни командăра 8-шар çын. Çивĕч те хĕрÿ тупăшура Ишпарайкка команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Элĕк райповĕпе «Тепловодоканал» командисем пайларĕç. Чемпионатра «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» номинацире Александр Тимофеев («Хĕлхем» спорт шкулĕ), «Чи лайăх тапăнакан» номинацире Николай Ильин («Тепловодоканал» УАО), «Чи лайăх вратарь» номинацире Илья Михайлов (Ишпарайкка) пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç.

А.ВОНИФАТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 декабря 2017
16:23
Поделиться
;